Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ

05 июля 2017 г.

Ырă ĕç сăваплă

Ырăлăхпа палăрса сăваплă ĕç пурнăçлакансем сахал мар пирĕн хушăмăрта.

Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче пысăк концерт (17 сехетре пуçланать) иртет. Унта халăх юратăвне çĕнсе илнĕ юрăçсем - В.Христофоров, А.Шадриков тата Диана, А.Нефрит, В.Адюков, С.Кувшинов тата ыттисем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.

Концертра пуçтарăннă укçа-тенке вара пĕтĕмпех Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнчи Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕве пама йышăннă.

Е.ПЕТРОВА.

"Хĕрỹ лини" ĕçлет

Спирт хутăшĕсене (фанфуриксене) ĕçсе сиенленессине хирĕç пĕрлехи вăйпа кĕрешмелле.

Çакăн евĕр таварпа саккуна пăсса суту-илỹ тăвакансене тупса палăртас тĕллевпе Елчĕк район администрацийĕнче "Хĕрỹ лини" уçнă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсене асăрхасан граждансем, общество пĕрлĕхĕсемпе коммерциллĕ мар организацисем тата ыттисем те ĕç кунĕсенче 8 сехетрен пуçласа 17 сехет те 30 минутчен 8(83549) 2-51-31, 2-57-30 телефонсемпе шăнкăравлама е econ1@yaltch.cap.ru электронлă адреспа хыпар ярса пама пултараççĕ.

Лауреат пулса тăнă

Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Хусан хулинче Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн халăхсем хушшинчи "Хусан эрешĕсем" фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.

Унта Раççей тата çывăхри ют çĕршывсенчи 500 ытла конкурсант хутшăннă. Лаш Таяпа шкулĕнчи 3-мĕш класра вĕренекен Виктория Романова асăннă конкурсăн "Вокал. Эстрада юрри" номинацийĕнче çĕнтерсе II степень Диплома тивĕçнĕ - лауреат пулса тăнă.

Электрон мелĕпе

2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Елчĕк районĕнче пурăнакан федерацин 45 çăмăллăхçи соцпакетăн тулли пуххине е уйрăм пайĕсене хирĕçлесе заявлени çырнă.

Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çăмăллăхçăсем соцпакетăн тулли пуххипе усă курас е е ăна хирĕçлес тесен заявление электрон мелĕпе тăратма пултараççĕ. Çапла тăвас тесен вĕсен пенси фончĕн сайтĕнчи (www.pfrf.ru) "Гражданинăн харпăр кабинечĕ" баннер урлă заявлени çырмалла. Паянхи кун тĕлне çакăн евĕр мелпе çăмăллăхçăсен 2 проценчĕ усă курма ĕлкĕрнĕ те.

Хальхи вăхăтра соцпакет хакĕ - 1048,97 тенкĕпе, çав шутран медицина пайĕ - 807,94 тенкĕпе, санаторипе курорт пайĕ - 124,99 тенкĕпе, транспорт пайĕ 116,04 тенкĕпе танлашать.

(Район администрацийĕн сайтĕнчен).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика