05 июля 2017 г.
1932 çулхи çурла уйăхĕнче тухма пуçланă район хаçачĕ "Елчĕк ен" (унăн малтанхи ячĕ "Колхоз ялавĕ") сумлă юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет.
Маншăн, ĕмĕрĕм тăршшĕпех ăна çырăнмасăр юлман тата юратса вулакан çыншăн, район хаçачĕ пурнăçра пысăк вырăн йышăннине ăнланатăп. Унсăр пуçне, "Елчĕк ен" хаçатра чун ыйтнипе çырнă хамăн статьясем кун çути курнипе савăнатăп, вулакансем те вĕсене ырласа йышăннине пĕлсен, пушшех, чун-чĕре хавхаланупа тулать.
"Елчĕк ен" районта пурăнакан нумай çыншăн хăйне евĕрлĕ информаци çăлкуçĕ пулнине те пурте йышăнатпăр. Вăл районăн тĕп тĕкĕрĕ, тĕп кун кĕнеки те. Журналистсен ĕçĕ те çăмăл пулманнине лайăх ăнланатăп. Вĕсен тĕнчери, çĕршыври, республикăри, районти пурнăç саманчĕсене шута илсе тĕплĕн тишкерме пĕлмелле, ун хыççăн çак информацие халăх патне çитермелле. Хаçатçăшăн хăйĕн ĕçĕнче чăн ăста пулни анчах çителĕксĕр. Унра чи кирли - чун туртăмĕ. Мĕншĕн тесен çырас пултарулăх чунра пулмасан ăш-чикре капланнă шухăшсене тỹрех хут çине куçарма питех те хĕн. Çын çырнине вуланă хыççăн хамăр та унран кая мар çырма пултарнăн туйăнать. Анчах апла мар иккен. Ку чухне чăвашла лайăх калаçма пĕлни анчах çителĕксĕр: чĕлхе мелĕсемпе пĕлсе усă курмалла, мĕн калас тенине - тĕп шухăша тĕрĕс уçса пама пĕлмелле, журналист ĕçĕнче ытти вăрттăнлăхсем те çав тери нумай.
Хамăн пурнăçра мана район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнă паллă çыравçăсемпе, тăван ен тĕпчевçисемпе нумай хутшăнса калаçма тỹр килнĕ. Павел Семенович Щипцов, Петр Кондратьевич Комиссаров, Петр Алексеевич Печков, Александр Романович Романов вĕрентсе каланă сăмахсем нихăçан та асран тухас çук. Хаçат редакторĕ пулнă Александр Георгиевич Миллин вара çапла калатчĕ:
"Кирек хăш статьяна та, çырнă хыççăнах редакцие илсе кайма ан васка, ăна вăхăтлăха сĕтел сунтăхне чиксе хур. Унта вăл пиçсе çитет - каярахпа ăна тепĕр хутчен вуласа тухнă хыççăн пуçа тата витĕмлĕрех шухăшсем хăй тĕллĕнех пырса кĕреççĕ". Кашни статьяна çырма лармассеренех Александр Георгиевич каланине тĕпе хуратăп.
Хальхи вăхăтра та "Елчĕк ен" хаçатра вăй хуракан кашни журналистран, ỹнер хайлавĕсен тĕсĕсен тĕлĕшĕпе илсен, хăйне евĕрлĕ тĕслĕх илме пулать. Çĕнĕ технологисемпе усă курса ĕçленĕ вăхăтра хаçатри сăнỹкерчĕксен пахалăхĕ мĕн тери аван пулни тỹрех куçа курăнать. Анчах иртнĕ çулсенче - çĕнĕ йышши фотоаппаратсемпе, компьютерпа усă курма тытăниччен çакна тума питех те йывăр пулнă. Апла пулин те иртнĕ вăхăтра пленкăллă фотоаппаратсемпе ĕçленĕ вăхăтра та район хаçачĕн штатри фотокорреспонденчĕ пулнă Николай Лукиянович Григорьев хаçатăн кашни номерĕнче пахалăхĕ тĕлĕшĕпе лайăх сăнỹкерчĕк кун çути куртăр тесе нумай тăрăшнине пĕлетĕп. Эпĕ те, алла фотоаппарат тытса курнăскер, хаçат валли сăнỹкерчĕксем сахал мар тунăран çак ĕçĕн йывăрлăхĕсене аван чухлатăп. Редакцире ĕçлекен Александр Федорович Карлинпа Иван Павлович Иноходовăн сăнỹкерчĕкĕсем те ун чухне "Колхоз ялавĕ" хаçатра нумай пичетленетчĕç, вĕсемпе танлашмалли сăнỹкерчĕк тума самай йывăрччĕ. Хăй вăхăтĕнче мана фото ĕçне алла илме чăннипех нумай пулăшнă Николай Григорьев пирки уйрăм сăмах. Фото ĕçĕн пысăк ăсти пулнăран, эпĕ хаçат валли сĕнекен сăнỹкерчĕксене питĕ тĕплĕн тĕрĕслесе илетчĕ вăл. Николай Лукияновича, унтанпа вăхăт самай иртнĕ пулин те, нумай кирлĕ сĕнỹсем парса пулăшнăшăн тав сăмахĕ калатăп.
Тепĕр саманта аса илес пулсан та: район хаçатĕнче манăн номертен-номере куçакан "Хусан ханствин юлашки кунĕсем" статья кун çути курчĕ. Статьяна редакцилекен Александр Карлина вара хăш-пĕр самантсем килĕшмен. Вăл эпĕ усă курнă истори докуменчĕсене тепĕр хутчен тĕрĕслеме, хăш-пĕр вырăнсене тỹрлетсе çырма хушрĕ. Çавăн хыççăн районти тĕп библиотекăра икĕ кун истори кĕнекисемпе энциклопедисене шĕкĕлчерĕм. Александр Федорович тĕрĕс пулни паллă пулчĕ - статьяна тỹрлетсе çыртăм. Çапла майпа ĕçлĕ тавлашура чăнлăх çуралчĕ. Çак тĕслĕх Александр Карлин пысăк тавракурăмлă çын пулнине çирĕплетсе парать.
Хальхи вăхăтра та пурнăç таппинчен юлмасăр хавхалануллă кăмăл-туйăмпа вăй хуракан, манăн тĕрлĕ темăсемпе çырнă статьясене редакцилеме тата кун çути кăтартма пулăшакан Светлана Анатольевна Архипова умĕнче те пуçăма таятăп.
Иртнĕ вăхăтсене аса илнĕ май район хаçатĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçченсене, тĕрлĕ вăхăтри редакторсене, хальхи тĕп редактора Н.В.Алексеева, пайсен редакторĕсене: А.Ф. Карлина, С.А.Архиповăна, В.А.Кирилловăна, Е.Г.Петровăна тата ытти ĕçченсене ытти вулакансен ячĕпе те чĕререн тухакан тав сăмахĕсене палăртассăм килет.
Çырас туртăмлă çынсене "Елчĕк ен" хаçат малашне те хăй тавра пĕрлештертĕр. Пирĕн юратнă хаçата телейлĕ кун-çул, çутă малашлăх кĕттĕр. Юлашкинчен авалхи чăваш йăлипе: "Çапла пултăр!", - тесе калассăм килет.
В.МОСКОВСКИЙ.
Акчел ялĕ.