05 июля 2017 г.
Пурнăç хăй те вăл тĕлĕнтермĕш. Çыннисем вара тата та тĕлĕнмелле.
Геннадий Волков академик пирки сăмахăм. Шухăшлавĕ анлă та хăйне евĕрлĕччĕ унăн. Маншăн тĕлĕнмелле çынсенчен пĕриччĕ вăл. Елчĕк çĕрĕн мухтавлă ывăлĕпе, этнопедагогика наукин никĕслевçипе çавра сĕтел хушшинче сахал мар калаçса ларма, нумай ăслă шухăш, канаш-сĕнỹ илме тỹр килчĕ мана. Эпĕ, Елчĕк районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çуралса ỹснĕскер, ентешĕмпе вăл 80 çул тултарсан çывăх паллашрăм.
Вĕренỹ ĕçĕнче чи кирли - ача чунне тупма пĕлни. Ачан хăйне пурнăç панă амăшне чи малти вырăна хумаллине, малашнехи пурнăçĕ вăл ăна еплерех хисеплесе ỹснинчен нумай килнине час-час калатчĕ Г.Волков. Ăсчах хăйне çуратса ỹстернĕ тăван амăшне мĕн тери хисепленине сăмахпа çырса кăтартма та йывăр. 1946 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче çырнă (амăшĕн çуралнă кунĕ) "Аннеçĕм, анне" сăввипе паллаштарнăччĕ пĕринче:
"Пĕлеп, ман Туррăм, эс камне,
"Аннеçĕм, - теп сана, - анне".
Ун сăмахĕсене тĕпе хурса эпĕ шкулта чи малтанах ачан ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшатăп, вĕренỹрен пушансан ачасене пултарнă таран ашшĕ-амăшне пулăшма хистетĕп. Çапла туни ырă енсене ытларах тупса палăртма, ачана малалла аталантарса пыма пулăшать.
- Çутçанталăк вăрттăнлăхĕ, пурнăç асамлăхĕ йăлтах юратура, - академик каланă çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ пысăк.
Юрату мелĕпе ытларах учительсен усă курмаллине палăртатчĕ вăл. Вĕрентекенĕн шкул ачине хăйĕн ачи евĕр юратма вĕренмелле, хавхалантарма, унра çунат хушма пултармалла, кашнин уйрăм пултарулăхне асăрхама пĕлмелле. Кĕçĕнрех ỹсĕмри ачасене час-часах ырланин, пуçран шăлнин витĕмĕ пысăк. Килĕшỹпе юратура пурăнакан ачасем пиллĕхлĕ. Хирĕçле юрату вара вĕрентекене те хавхалантарать, ырă кăмăллă та ăшпиллĕ туйăмĕсене аталантарсах пырать.
Ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те час-часах тĕл пулатчĕ педагог. Пĕр тĕлпулура вăл çапла каланăччĕ: "Пурнăçра чи малти вырăна ачасене, çемьене, мăшăра лартмалла. Килĕшỹпе юратура пурăнăр, юратнине пĕр-пĕрне калама ан именĕр."
- Кам малта пырать, вĕсене нихăçан та çăмăл пулман. Эсир, чăваш чĕлхи учителĕсем - яланах малти ретре пырăр. Сирте чăвашăн малашлăхĕ. Умăрта яланах тĕллев пултăр. Йывăрлăхсенчен ан хăрăр, вĕсене пула эпир ỹсетпĕр, - Геннадий Никандрович каланă çак сăмахсем чĕререх тăраççĕ.
Геннадий Волков вĕрентсе хăварнă пил-пехил пире, вĕрентекенсене, ачасене чунтан ăнланса тỹрĕ кăмăлпа ĕçлеме, вĕрентекен пулнисĕр пуçне тĕслĕхлĕ те шанчăклă юлташсем пулса вĕсен йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пыма пулăшасса пĕрре те иккĕленместĕп.
Мĕн пăшăрхантаратчĕ академика? Паянхи пурнăçра халăхăн чун-хавалне хистесе тăракан сумлă та хисеплĕ, ăслă та хастар чăваш маттурĕсем, çул кăтартса пыракан ăславçăсем питĕ кирлине пĕлтеретчĕ вăл. Çут малашлăха ĕненсе, академик сăмахĕсене асра тытса, пĕр-пĕрне ыр сăмахсемпе хавхалантарса, килĕшỹпе юратура пурăнар. Çапла пултăр!
Анисия ИГНАТЬЕВА- ЧАПУРКИНА,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Шупашкарти чăваш чĕлхипе литература пĕрлĕхĕ çумĕнчи "Г.Н.Волков академикăн чун-чĕм еткерлĕхĕ" пĕрлешĕвĕн ертỹçи.
Сăнỹкерчĕкре: Геннадий Волков тата Анисия Игнатьева-Чапуркина.