05 июля 2017 г.
1768 çулта пуçланса 1774 çулта вĕçленнĕ вырăссемпе турккăсен хушшинчи вăрçă Раççей историйĕнче паллă йĕр хăварнă. 1770 çулта пулса иртнĕ Эгейское тинĕсри Чесма тинĕс кукринчи çапăçури вырăс матросĕсен хăюлăхĕпе паттăрлăхне Раççей халăхĕ ĕмĕрех асра тытĕ.
Григорий Андреевич Спиридов адмирал ертсе пыракан вырăс çар карапĕсен пĕрлешĕвĕнче 9 хăватлă карап, 3 фрегат (виçĕ мачтăллă çар карапĕ) тата 18 пĕчĕк тинĕс карапĕ (вĕсем пурĕ 730 тупăпа хĕç-пăшалланнă) анчах пулнă. Пире хирĕç вара турккăсен 16 хăватлă карапĕсĕр пуçне 4 фрегат, нумай кĕсменлĕ çар карапĕсемпе çĕре яхăн ытти пĕчĕк карапсем, 1430 хĕç-пăшал, 16 пин матрос тăнă.
Чесма тинĕс кукринчи çĕнтерỹ вырăс флот ертỹçисен талантне, пысăк опытне тата хăйнеевĕрлĕ пуçарулăхне пула килнĕ. Çак çитĕнỹ турккăсен Эгейское тинĕсри çыхăну майĕсене аркатма тата тăшман çулне пỹлме пулăшнă. Вырăссем атака вăхăтне питĕ меллĕ суйласа илнĕ. Маларах вĕсем турккăсен карапĕсене чеен тинĕс кукрине хăваласа кĕртме пултарнă. Пирĕн матроссем атакăна çĕрле çĕкленнĕ. "Европа" карап турккăсен çулне пỹлсе вырăс карапĕсене хỹтĕ вырăна кĕрсе турккăсен бухтăра тăракан карапĕсене пеме май туса панă. Тăшманăн темиçе карапне сирпĕтнĕ хыççăн вырăссем пăрăх тиенĕ карапа турккăсен 84 тупă тиенĕ карапĕ енне иштерсе янă. Вырăна çитсен пирĕн матроссем ăна тивертсе янă хыççăн турккăсен карапĕсем пĕрин хыççăн тепри сывлăша çĕкленнĕ. Çак çапăçура Раççей флочĕ питĕ пĕчĕк çухату тỹснĕ.
Вырăс флочĕн командованийĕ пысăк çĕнтерĕве чаплăн паллă тунă.