05 июля 2017 г.
Елчĕк район прокуратури территорисене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă саккунсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесех тăрать.
Прокуратура ĕçченĕсем маларах граждансен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне Елчĕкри Таябинка юханшывĕ урлă каçакан кĕпер çывăхĕнчи иртен-çỹрен умне хăрушлăх кăларса тăратакан йывăçа касма асăрхаттарнăччĕ. Асăрхаттарнă ĕçе вăхăтра пурнăçламаншăн район прокуратури ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексăн 17.7 статйипе килĕшỹллĕн ĕç пуçарса ĕçе миравай суда ярса панă. Миравай суд ял тăрăхĕн пуçлăхне 2000 тенкĕ штраф тỹлеттерме йышăннă.
Прокуратура тĕрĕслевĕ хыççăн асăрхаттарнă ĕçе çийĕнчех пурнăçламаншăн миравай суд "Колос" ЯХПКн унчченхи ертỹçине те административлă майпа явап тыттарса 2500 тенкĕ штраф тỹлеттерме йышăннă.
К.ЯНДИМИРКИНА,
Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи.