Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш кĕнеки чуна çывăх

05 июля 2017 г.

Чăваш кĕнеке издательстви çулсеренех республикăри, Раççейри, вĕсен тулашĕнчи тĕрлĕ куравсене хутшăнать.

Республика кунне халалланă "Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси" XXIV куравра та эпир хамăр ĕçсемпе паллаштартăмăр.

Пирĕн кăтартмалли сахал мар. Выставкăна илемлĕ, ача-пăча, наукăпа популярлă, краеведени литератури, справочниксем, пурĕ 200 ытла издани тăратрăмăр. Куракансене ытларах краеведени литератури кăсăклантарать. Хамăр тăван ен историйĕпе, йăли-йĕркипе кăсăкланасси çулран-çул ỹссе пыни савăнтарать. Уйрăмах хăнасене Антон Салминăн "Праздники, обряды, и верования чувашского народа", Елена Еньккин "Чувашский народный костюм", Александр Осиповăн "Чувашская свадьба", Василий Каховскин "Происхождение чувашского народа", Григорий Алексеевăн "Лекарственные растения на территории Чувашии", "Птицы Чувашии", "Блюда чувашской кухни" тата ытти кĕнекесем тыткăнларĕç. Çавăн пекех кĕнеке тусĕсем "Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики" кĕнекепе те кăсăкланса паллашрĕç.

Куравра "Водоемы Чувашии" альбом авторĕпе тĕл пулса калаçма, интереслентерекен ыйтусем çине хурав, автограф илме май пулчĕ. Кирек мĕнле курав та кĕнеке туянаканпа, вулаканпа уççăн калаçма, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлме пулăшать. Çакă пире кулленхи ĕçре питĕ кирлĕ.

Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин ертсе пыракан редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика