05 июля 2017 г.
Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 9-мĕшĕччен Раççей субъекчĕсенчи чăваш диаспорин вĕренекенĕсем Шупашкар районĕнчи "Ылтăн пучах" лагерьте канса сывлăхне çирĕплетеççĕ.
Хальхинче Пушкăртстанран, Тутарстанран, Саратовран, Тюмень, Чĕмпĕр, Чулхула облаçĕсенчен 39 ачана йышăннă.
"Эткер" этнокультура лагерĕ 2005 çултанпа аякри йăхташăмăрсен ачисен çуллахи канăвне йĕркелет. Унăн тĕллевĕ - Раççейре чăвашсем пурăнакан регионсенче тăван чĕлхепе культурăна сыхласа хăварасси. Путевкăсене тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссен çĕнтерỹçисем тивĕçнĕ. Пултаруллă вĕренекенсен тавракурăмне аталантарма ятарлă программа хатĕрленĕ. Пултарулăх лабораторийĕнче, ăсталăх класĕсенче ачасем фольклорпа, хальхи ташă-юрăпа паллашаççĕ, авалхи йăла-йĕркепе кăсăкланаççĕ.
2012 çултанпа республикăри чăваш ачисем те диаспорăран килнисемпе пĕрле канаççĕ. Çакă туслăха çирĕплетме пулăшать. "Эткер" лагерьте Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен Маша Адюкова та канать.