01 июля 2017 г.
Елчĕк район прокуратури кăçалхи çу уйăхĕн вĕçĕнче районти "Шевле", "Солнышко", "Чебурашка", "Илемпи" ача сачĕсенче тĕрĕслев ирттернĕ.
Ача сачĕсене маларах хутса ăшăтма пăрахнăран тĕрĕслев вăхăтĕнче пỹлĕмсенчи сывлăш температури палăртнă виçерен 4-7 градус сивĕрех пулни палăрнă. Çавна май воспитанниксен пĕрре виççĕмĕш пайĕ вăхăтлăх ача садне çỹреме пăрахнă.
Пỹлĕмсенчи сывлăш температури саккунпа палăртнă виçерен самай сивĕрех пулнăран "Илемпи", "Чебурашка" ача сачĕсен ертỹçисен тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 6.7 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн административлă ĕç пуçарнă, вĕсене 3000-шер тенкĕ штраф тỹлеттернĕ. Çитменлĕхсене пĕтерме хушса Елчĕк район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ тĕлĕшпе представлени тăратнă, айăпа кĕнĕ должноçри çынсене дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.
К.ЯНДИМИРКИНА,
Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи.