01 июля 2017 г.
Районти тĕп больницăри анестезиологипе реанимаци уйрăмне уçнăранпа 25 çул çитрĕ.
Йывăр чирленĕ çынна вăхăтлă пулăшу пани çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурнăçпа вилĕм хушшинче тăракансене çăлса хăварас тĕллев 1992 çулта тĕп больницăн тĕп врачне В.Якубовскаяна çĕнĕ уйрăм уçма хистенĕ те. Уйрăма чи малтанах Э.Ердукова ертсе пынă. Анестезиолог-реаниматолог врачсем пулса В.Васильев, Ю.Мефодьев, Л.Капламова, А.Шаков, А.Жирнов, Ю.Назаров тăрăшнă.
Çулсем иртнĕ май коллектив улшăнса, çĕнелсе пынă. Чылай çул аслă сестрара, медсестрара ĕçленĕ З. Ивановăна, Л. Кучковăна, В.Патшинăна, А.Пушковăна, И.Печковăна, А.Теллин медбрата ял çыннисем халĕ те ырăпа аса илеççĕ.
Хальхи вăхăтра уйрăма Владимир Кузьмин аслă категориллĕ тухтăр ертсе пырать. Владимир Андреевич малтанах инфекционист врачра тăрăшнă. Кунта ĕçлеме пуçăнни те сахал çул мар. Пултаруллă врач иртнĕ çул Елчĕк районĕн Хисеп хăми çине кĕме тивĕçлĕ пулчĕ. М.Плешкова аслă медсестра, Р.Долгова, Г. Трофимова, А.Кузьмина, Е.Щипцова, Н.Сусметова медицина сестрисем вара уйрăм уçăлнăранпах кунта ĕçлеççĕ.
Кĕçĕн персонал та хăйĕн тивĕçне çỹлти шайра пурнăçлать. Г.Адюкова, Р.Малова И.Харлампьева, Р. Лукианова санитаркăсем коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ.
Сывлăх сиплевçин ĕçĕ яланах яваплă та канăçсăр. Ку уйрăмра ĕçлекенсенчен тата та ытларах килет этем кун-çулĕ. Çавна май хăйсен профессине парăннисем эмелпе кăна мар, çепĕç чĕлхипе те йывăр чирлĕ çынна ура çине тăратассишĕн тимлеççĕ.
2013 çулта уйрăма тĕплĕн юсанă, васкавлă пулăшу памалли оборудованисене çĕнетнĕ. Патшалăх ку уйрăма эмелсем çителĕклĕ уйăрать. Палатăсенче, кабинетсенче çутă та тирпейлĕ, хăтлă. Кăçал уйрăмра 160 çын сипленнĕ. Ĕлĕкхипе танлаштарсан вилекенсен йышĕ чакнăшăн савăнаççĕ сиплевçĕсем.
Коллектив питĕ туслă. Больницăра иртекен мероприятисенчен пĕрре те пăрăнмаççĕ вĕсем. М.Плешкова аслă сестра кăçал медицина ĕçченĕсен уявĕнче больницăн Хисеп хăми çине кĕме тивĕçнĕ. Ыттисен те нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн панă Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем сахал мар.