01 июля 2017 г.
Инкек куçа курăнса килмест çав. Пĕр кĕтмен çĕртен ик эрне каялла юн пусăмĕ хăпарса кайса сăмсаран юн кая пуçларĕ. Тỹрех Элпуçри фельдшерпа акушер пункчĕн медсестрине Татьяна Денисовна Федоровăна чĕнсе илтĕмĕр, вăл вăхăтлă килсе çитсе малтанхи пулăшу пачĕ. Чун-чĕререн тав тăватăп ăна. Васкавлă пулăшу машинине чĕнсе илсе мана район больницине илсе çитерчĕç, реанимаци уйрăмне вырттарчĕç. Унта 4 кун сипленнĕ хыççăн терапи уйрăмĕнче сывлăха çирĕплетрĕм. Тавах терапи уйрăмĕн ырă чун-чĕреллĕ тухтăрне Любовь Сергеевна Молоствовăна. Тавах мана вилĕм аллинчен çăлса хăварнă, сиплесе ура çине тăратнă реанимаци тата терапи уйрăмĕсен, васкавлă пулăшу службин мĕнпур ĕçченне (пурне те ятран каласа та пĕтереймĕп, каçарăрах). Чĕререн çĕре çити пуç тайса тав тăватăп сире пурне те, сăваплă та пархатарлă професси ĕçченĕсене - сывлăх сыхлавçисене.
Ырлăх-сывлăх сунса - Кармал ялĕнчи В.П.ЛАЗАРЕВ.