01 июля 2017 г.
Турхан ялĕнчи Петр Прохоров фермера тăван çĕр сĕткенĕ вăй парать пулинех...
Чун-чĕрипе ĕçе парăннă кил хуçи - Петр Александрович ертсе пынипе Прохоровсем килти хушма хуçалăхĕнче ĕмĕрĕ тăршшĕпех йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă: пĕр харăс 3-4 ĕне сунă, вăкăрсем самăртнă, пĕтĕ пушмаксем çитĕнтерсе сутнă, пĕр ялăн кĕтĕвĕ чухлĕ - 80 чун сурăх ĕрчетнĕ, чăххи-чĕппин шучĕ çук. Апла пулин те, халăхра каланă пек, çиччĕ виçмесĕр - тĕплĕн шухăшламасăр пысăк яваплăх ыйтакан çак ĕçе - хресчен (фермер) хуçалăхне хут çинче официаллă майпа çирĕплетме тăхтаса тăнă.
- Мĕншĕн апла? - тесе ыйтсан: "Ĕçе тивĕçлипе пурнăçлама пултараймасан фермер пулнин мĕн усси, ят илнипе анчах пурлăх хутшăнмĕ", - терĕ кашни саманта тĕплĕн виçсе, хакласа пурăнма хăнăхнă ултă теçетке çула хыçа хăварнă çирĕп кăмăллă арçын.
Тĕрĕссипе каласан, Петр Прохоровăн ĕçлеме пĕлмен ĕçĕ те çук. Малтан вăл тăван хуçалăхра водительте, бригадирта вăй хунă, председатель çумĕ те пулнă - пуçарулăхĕпе, теветкеллĕхĕпе палăрса тăнă.
...Хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи кашни кунхи тивĕçе юратса пурнăçлани вара палăртнă тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçлама май парать. Хальхи вăхăтра Прохоровсен сăвăнакан ĕнисен шучĕ те 20 пуç таранах. Малтанхи пекех, вăкăрĕсене те самăртаççĕ, ăратлă такасемпе пĕтĕлентернĕ сурăхсен йышĕ те пĕчĕк мар - 60 пуçа çывхарать. Çакăн чухлĕ чун выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма апачĕ те сахалах мар кирлĕ. Çакна шута илсе вĕсем вăхăтлăха усă курма çителĕклĕ таран çĕр лаптăкĕ тара илнĕ. Çĕре ĕçлесе хатĕрлессинче мĕнпур пек кирлĕ техникăна та пĕтĕмпех хăйсен вăйĕпе туянма пултарнă. Пĕчĕк фермăри тата уй-хирти пĕтĕм ĕçе çемйипе пурнăçлаççĕ, мăшăрĕ - Зинаида Ильинична, Андрей ывăлĕпе Алексей кĕрỹшĕ тĕп пулăшаканĕсем. Çирĕп çемье хỹттинче пулсан, пушшех, чун-чĕрене иксĕлми вăй-хал кĕрет...
С.АНАТОЛЬЕВА.