Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕреклен, чечеклен, Чăваш Ен

28 июня 2017 г.

Республика кунĕ - Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк уяв.

Елчĕк районĕн делегацийĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе, уява хутшăнма малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче вăл Шупашкарти "Контур" суту-илỹ комплексĕнче РФ субъекчĕсем хушшинчи "Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх" X курава хутшăннă. Мероприятие пухăннисене чи малтан саламланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн сăмахĕсене тепĕр хутчен палăртса каланă: регионсем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене аталантарасси тĕп тĕллев пулса тăмалла. "Паянхи курав социаллă сферăра, экономикăра кулленех пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлекенсене пĕр-пĕринпе тĕл пулма, курса калаçма та май туса пачĕ. РФ субъекчĕсенчен килсе çитнĕ хăнасене регионăн çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартни те паха", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Регион ертỹçи Чăваш Республики юлашки çулсенче тĕнче шайĕнчи рынока хутшăнма пултарни çинчен чарăнса тăнă. Курава Японирен, Китайран, Европа çĕршывĕсенчен килнĕ хăнасем хутшăнни ахальтен мар. Наци рейтингĕнче инвестици илĕртỹлĕхĕн ĕç кăтартăвĕсемпе Раççей Федерацийĕнчи 85 субъект хушшинче малтанхи çулсенче Чăваш Республики 9-мĕш, каярахпа 6-мĕш, кăçал хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухма пултарнине те аса илмесĕр хăвараймăн. Çавна май Михаил Игнатьев: "Çак кăтарту пире тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать, бизнеса аталантармалли кирлĕ шайри условисене йĕркелеме хистет", - тесе палăртса каланă.

Курава савăнăçлă лару-тăрура уçма РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика министрĕ Владимир Аврелькин тата ытти официаллă çынсем хутшăннă.

Сăмах май, кăçал курава Чăваш Енри 140 организаци хутшăннă. Унсăр пуçне, Раççейри 7 субъектран килсе çитнĕ хăнасем те хăйсен куравĕсене йĕркеленĕ.

...Регионсем хушшинчи куравра Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствипе "Ростсельмаш" комбайн завочĕ" ООО пĕр-пĕринпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелеме - республикăна ялхуçалăх техникипе тивĕçтересси çинчен ĕçлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.

...Ялхуçалăх потребитель кооперацийĕсен аталанăвĕнчи тĕп ыйтусене те малтанхи кун - çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче йĕркеленĕ çавра сĕтел хушшинче татса панă. Унăн ĕçне муниципаллă районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, республикăри наука пĕрлешĕвĕсен эксперчĕсем, ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем хутшăннă.

Ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансен çĕршыв аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Вĕсен тимлĕхĕпе тăрăшулăхне пула пирĕн сĕтелĕмĕр сывлăхшăн сиенсĕр, пахалăхлă продуктсемпе тулли. Çапла майпа ялти пурнăç шайне çирĕплетесси те вĕсенчен нумай килет.

Çавра сĕтел ĕçне ертсе пынă Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 90 ытла ялхуçалăх кооперативне шута илнине палăртнă. Пытармалли çук, хальхи вăхăтра вĕсенчен хăшĕ-пĕри, укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене пула тата администраци ĕçĕсене йĕркелесе çитерме май пулманран, кирлĕ шайра аталанаймасть. Малашне çак ыйтусене татăклăн татса парас шутпа Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн никĕсĕ çинче хальхи вăхăтра ĕçлекен тата çĕнĕрен йĕркеленекен кооператив членĕсене пулăшас тĕллевпе ятарласа вĕрентессине ĕçе кĕртме палăртнă.

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика