28 июня 2017 г.
Республика кунĕнче Михаил Игнатьев "Акконд" предприятире хута кайнă çĕнĕ цехпа паллашнă.
Пылак тавара калăплакан çĕнĕ линие хута яма 245 миллион тенкĕ уйăрнă. Кунта 40 çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленнĕ. "Акконд" организаци Раççейре ăнăçлă аталанакан 10 предприяти шутĕнче. Çĕнĕ производствăсем хута кайни, паянхи самана ыйтакан пысăк технологиллĕ линисем ĕçлени предприяти ура çинче çирĕп тăнине çирĕплетет. Кунта туса кăларакан таварсен калăпăшĕ çулсеренех 15 процент таран ỹсет.
"Акконд" хатĕрлекен 500 тĕрлĕ пылак çимĕçе Раççейри регионсенче анчах мар, ют çĕршывсенче те хапăлласа туянни паллă.
Е.ПЕТРОВА.