28 июня 2017 г.
Патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕн юсама тата вĕсен çумĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртме юлашки çулсенче сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ.
Районта кăçал пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ те пĕчĕк мар. Юбилей тата Андреев урамĕсенчи 4, 6-мĕш çуртсенчи канализаци тытăмне тата шыв пăрăхĕсене тĕпрен улăштармалла. Унсăр пуçне, районти культурăпа кану центрĕ çурчĕ хыçĕнчи пысăк котельнăйри кивĕ кăмакасем вырăнне çĕнĕ йышшисене вырнаçтармалла.
Çитес вăхăтрах Октябрь урамĕнчи 20, 22, 24, 26-мĕш çуртсен территорийĕсене брусчаткăран тротуарсем сарма тытăнмалла.