28 июня 2017 г.
Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен Акатуйĕ республикăра кăçал пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Унта хăнасем 55 регионтан, 11 ют çĕршывран килнĕ. Унта Чăваш Енри район-хулари юрă-ташă ăстисемпе пĕрле Елчĕксем те хастар хутшăннă.
Акатуя пухăннисене ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов, ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов, ЧР министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата ыттисем саламланă. Кăçалхи Акатуя Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă.
Пĕрлештернĕ хор "Алран кайми аки-сухи" гимна юрланă хыççăн вăйă картине тăнă. Каярахпа уява пуçтарăннисене коллективсем пĕрин хыççăн тепри чăваш юрри-ташшипе тыткăна илнĕ. Елчĕкри Иван Шурбин ертсе пыракан ветерансен пĕрлештернĕ "Туслăх" хорĕ хăйĕн савăк юрри-ташшипе Акатуя пуçтарăннă пĕтĕм халăха савăнтарнă. Вырăскассинчи "Шанăç" халăх фольклор коллективĕ те республикăри Акатуйра пуçласа мар. Патреккелти халăх хорне вара республика çыннисем кăна мар, ун тулашĕнче пурăнакансем те лайăх пĕлеççĕ. "Кумсем" ушкăн юррисене те куракан хапăллăн йышăннă. Çĕнĕ Пăвари "Камбрэ" ташă ушкăнĕ наци музейĕн картишĕнчи куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Ача-пăча Акатуйне Аслă Елчĕкри Маша Адюкова хутшăнма тивĕç пулнă. Пултаруллă хĕрпĕрчи "Эпĕ телейлĕ" юрă шăрантарса диплома тивĕçнĕ. "Шăпăр-кĕсле, ай, янра" республикăри конкурсра çĕнтернĕ Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕренекен Кирилл Чернов хăнасене хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнланă.
Акатуйра спорт ăмăртăвĕсем те йышлă иртнĕ. Шупашкарти Олимп резервĕсен спорт шкулĕн вĕренекенĕ Р.Самарин кĕрешỹре мала тухса така çĕнсе илнĕ.
"Руç ăстисем" конкурс
Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисемшĕн Пĕтĕм Раççейри "Руç ăстисем" конкурс 15-мĕш хут иртнĕ. Чăваш Ене çĕршывăн 19 регионĕнчен 39 маçтăр килнĕ. Вĕсемсĕр пуçне республикăри 20 ăста хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.
Шупашкарта "Тимĕрĕн асамлă сасси" мастер-класа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Питтĕпел ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Балтаев ирттернĕ. Çакна палăртас килет: хальхи вăхăтра республикăра тимĕрпе ĕçлекенсем Балтаевсем кăна.
Тĕп хулари Хĕрлĕ тỹремре Чăваш Енри районсемпе хуласен этнокультура кил картишне Елчĕксем хавас кăмăлпа хутшăннă. Пултаруллă Елчĕк халăхĕн кăтартмалли, ыттисене паллаштармалли темĕн те пур. Елчĕксем ĕмĕртен-ĕмĕре кил-çурта тĕрĕсемпе илемлетнĕ. Хăйсен ăсталăхне В.Суркова (Исемпел), А.Петрова, Н.Викторова, С.Голубева (Аслă Пăла Тимеш), З.Кантеева (Аслă Елчĕк), А.Софронова (Таяпа Энтри), Т.Кузьмина (Лаш Таяпа), А.Павлова (Шуршу) тата ыттисем те паллаштарнă. Б.Пятаковăн (Элекçей Тимеш) йывăçран эрешленĕ ручкăсем, Елчĕке сăнлакан магнитсем, Д.Евдокимова (Лаш Таяпа) хутран йăваласа хатĕрленĕ карçинккасем ăсталаса, Р.Парферьева (Аслă Пăла Тимеш) тĕрĕ тĕрлесе мастер-класс кăтартнă.
Китайран та килнĕ
Шупашкарти Хĕрлĕ тỹремре Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăлкуçĕсем" 25-мĕш фестивалĕ иртнĕ. Унта Раççейĕн чылай регионĕнчен çеç мар, Китай Сычжоу провинцийĕнчи опера театрĕн ĕçченĕсем те килнĕ. Пурте вĕсем - наци культурине, йăли-йĕркине саракансем, халăх историйĕпе паллаштаракансем.
Мероприятие уçнă çĕре ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Дагестанри национальноçсен политикин министрĕн çумĕ Арсен Махмудов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă. "Кунашкал фестиваль туслăха çирĕплетет, юрă-ташă ăстисен пултарулăхĕ кăмăла çĕклет", - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Хĕрлĕ тỹремре икĕ кун илемлĕ кĕвĕ-çемĕ янăраса кăна тăнă. Елчĕксен йышлă ушкăнĕ те Шупашкар урамĕсем тăрăх утса наци тумĕн илемĕпе, юрри-ташшипе халăха савăнăç кỹнĕ.
1 пин ача хорĕ
Шупашкарти Анне палăкĕ умĕнче Раççейри тата Чăваш Республикинчи ачасен пĕрлештернĕ хорĕн (1 пин ача) концерчĕ иртнĕ. Вăл Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсенчен пуçланнă. Ача-пăча хорĕн репертуарĕнче - халăхра анлă сарăлнă юрăсем. Раççейĕн пĕрлештернĕ хорне РФ Правительствин пуçарăвĕпе 2014 çулта, Чăваш Енри хор кăçал ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕннипе йĕркеленнĕ. Унăн йышĕнче - Чăваш Енри 600 ытла пултаруллă ача.
ХАКЛАВ
Иван ШУРБИН, Елчĕкри ветерансен "Туслăх" хорĕн ертỹçи:
- Уяв питĕ кăмăллă иртрĕ. Пирĕн пĕрлештернĕ хор Акатуя килнĕ коллективсенчен чи пысăкки пулчĕ. Шупашкарăн анлă урамĕпе купăсçăпа, параппанçăсемпе утнă май пире "Елчĕксем, маттурсем!" - тесе кăшкăрса хавхалантарни кашнийĕн чун-чĕрине савăнăç кỹчĕ. Акатуй пĕтĕм чăваш халăхне пĕрлештерет, туслăха çирĕплетет. Çакă вара - чи кирли.
В.КИРИЛЛОВА.