28 июня 2017 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Шупашкар хулинчи автомобиль транспорчĕн çулĕсен тĕп сыпăкĕсенчен пĕрне - Мускав кĕперне уçма хутшăннă.
Кĕпер Шупашкарти микрорайонсене, промышленноç предприятийĕсен зонисене çыхăнтарать. 1969 çулта хута янă кĕпере 2014 çулта тĕпрен çĕнетме йышăннă. Строительсем асăннă объектра 18 уйăх пĕр чарăнмасăр ĕçлесе кĕперĕн пĕрремĕш пайне туса пĕтернĕ. Проект 1,5 миллиард тенкĕпе танлашать - паянхи кун тĕлне 780 миллион тенкине ĕçе кĕртнĕ. Çав шутран Раççей хыснинчен - 620 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен - 133 миллион тенкĕ, ыттине хула бюджетĕнчен уйăрнă. Талăкра 43 пин автомобиле каçма май паракан кĕпер тăрăх транспортсене харăсах 6 ретпе çỹреме май туни водительсемшĕн питĕ меллĕ.
Кĕперĕн иккĕмĕш тапхăрне 2018 çулхи иккĕмĕш çур çулта ĕçе кĕртме палăртнă.
Е.ПЕТРОВА.