28 июня 2017 г.
Çĕртме уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче республикăра "Волков вулавĕсем" ятпа тĕрлĕ халăхсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Мероприятие Раççейри вĕренỹ академийĕн академикĕ Геннадий Никандрович Волков çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă.
Конференци ĕçне влаç органĕсенче тăрăшакансем, ăсчахсем, педагогсем, Мари Эл, Тутарстан, Калмык, Алтай, Пушкăртстан, Хакас, Сахалин (Якути), Чечен республикисенчи тата ют çĕршывсен представителĕсем хутшăннă. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ конференцире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăри 128 тĕрлĕ халăх регионта пĕр-пĕринпе туслăн, алла-аллăн тытăнса килĕшсе ĕçлесе пурăннине, Геннадий Волковăн пултарулăхри ĕçне пысăка хурса хакланă.
Тухса калаçакан сумлă çынсем Геннадий Никандрович ĕçĕсене 32 наци халăх ачисем малалла тăснине, этнопедагогикăна пуçарса яракан ачасене тĕрĕс воспитани парасси çемьерен нумай килнине, мăн асаттесемпе асаннесен пилне ăша хывса пурăнмаллине палăртнă. Конференцие академикăн хĕрĕ Тамара Богданова та хутшăннă.
Конференцире академикăн этнопедагогика концепцийĕсене хута ярас ĕçе курăмлă тỹпе хывнисене тата çитĕнекен ăрăва халăх педагогикин никĕсĕ çине таянса воспитани паракансене сумлă наградăсемпе чысланă. Вĕсен йышĕнче Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри шкул директорĕ Николай Малышкин та пур. Ăна ентешĕн ĕç-хĕлне малалла тăсас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав хутне парса чысланă.
("Волков вулавĕсен" иккĕмĕш кунĕ пирки тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче пĕлтерĕпĕр).