23 июня 2017 г.
Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Елчĕк район прокуратуринче районти право хурал органĕсен ертỹçисен координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Ларăва хутшăннисем право хуралĕн тата контрольлекен органсем коррупцие хирĕç кĕрешес енĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçланине тишкернĕ.
Пуçтарăннисем умĕнче тĕрлĕ темăпа Елчĕк район прокурорĕ Василий Николаев, прокурор çумĕ Павел Кокорев, ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн начальникĕ Александр Ахмеев, асăннă уйрăмри экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕç тăракан ушкăнăн оперуполномоченнăйĕ Андрей Блинов тата ыттисем те тухса калаçнă. Вĕсем коррупци çулне пỹлес, коррупципе çыхăннă преступленисене вăхăтра тупса палăртса уçса парас ыйтусене хускатнă.
Ларура коррупцие хирĕç кĕрешес ĕçе вăйлатмаллине, ку енĕпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртса пĕрлехи мероприятисен планне йышăннă.
Василий НИКОЛАЕВ,
Елчĕк район прокурорĕ.