23 июня 2017 г.
Районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай хальхи вăхăтра ачасемшĕн уйăхсерен паракан пособипе 757 çемьене тивĕçтерет. Вĕсенче 1395 ача çитĕнет. Унсăр пуçне 26 опекуна (попечителе) тата усрава илнĕ 24 ашшĕ-амăшне ачасемшĕн уйăхсерен паракан пособипе тивĕçтерет. Çавăн пекех çĕртме уйăхĕнче ача çуралнăшăн пĕр хут паракан пособине 5 ача амăшне тỹленĕ. Унăн виçи 16350 тенкĕ те 33 пуспа танлашнă. Пепке çулталăк çурă тултариччен тỹленекен пособине 114 ача амăшне тỹленĕ. Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене кĕçĕнни виçĕ çул тултариччен тỹленекен пособие 90 ача амăшĕ илнĕ.
Сăмах май çакна та аса илтересшĕн: уйăхсерен ача пособине илекенсен тỹлеве илме тивĕç пуррине шантарса çур çулта пĕрре документсем (ял тăрăхĕнчен справка, ашшĕпе амăшĕн 6 уйăх каяллахи ĕç укçин калăпăшне кăтартакан справка, 16 çул тултарнă ачасемшĕн шкулта вĕреннине çирĕплетекен справка) тăратмалла.
Ачасене уйăхсерен тỹлекен пособи хисепĕ çемьере миçе ача, вĕсем миçе çулта, çемье хăш категорине кĕнине (тулли е тулли мар) тата ашшĕпе амăшĕн ĕç тупăшĕнчен килет. Çемьери вăтам тупăш Чăваш Республикинче çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен (паянхи куна 8448 тенкĕпе танлашать) иртмесен ача укçи парăнать.
Нумай ачаллă çемьесенче ашшĕ е амăшĕ ĕç справкине тăратаймасть пулсан та вĕсене пособи пĕчĕк виçепе тỹленет.
Тĕплĕнрех пĕлес тесен 2-52-15 номерлĕ телефонпа çыхăнма пултаратăр.
Н.ГОРШКОВА,
социаллă хỹтлĕх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.