21 июня 2017 г.
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.
Федераци саккунĕсемпе килĕшỹллĕн патшалăхăн уйрăм категорири граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программине пурнăçласа, район администрацийĕн пуçлăхĕ Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Николай Валерьевич Михайлов чернобылеца патшалăхăн çурт-йĕр туянма ирĕк паракан сертификатне пачĕ. "МРСК Волги"-"Чувашэнерго" филиалăн кăнтăр производство уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн начальникĕ Юрий Хушкин нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, хăйĕн тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçланăшăн тата ĕçри пысăк кăтартусемшĕн "Единая Россия" политика партийĕн Тав çырăвне, "Канашский" кайăк-кĕшĕк фабрикин Елчĕкри филиалĕнчи Марина Боброва оператор тата Николай Иванов слесарь производствăра нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн район администрацийĕн Хисеп хутне тивĕçрĕç.
Кăçалхи ĕçпе юрă тата спорт уявне хатĕрленсе ирттерсе ярас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн тĕрлĕ отрасльте ĕçлекенсен ушкăнне район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.
Кăçалхи çураки итогĕсемпе район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов паллаштарчĕ. "Çуракинче планпа пăхса хăварнă кăтартусене пурнăçланă. Район 40124 гектар çинче ялхуçалăх культурисем туса илет. Ку вăл республикăри районсем хушшинче чи пысăк кăтарту шутланать. Акăнакан лаптăксен 22 пин гектарне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнаççĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи шайран 102,8 процент шутланать. 1279 гектар лаптăк çинче пăрçа акса хăварнă. Çак кăтарту та пĕлтĕрхи шайран 1,5 хут пысăкрах. Пăрçа лаптăкĕсене "АСК-Яльчики" ООО, "Комбайн" ЯХПК, "Яманчурино" ООО, Ленин ячĕллĕ ЯХПК, Ю.Н.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕ ỹстернĕ", - терĕ вăл.
Техника культурисен (тĕшĕлĕх хĕвелçаврăнăшĕ, сахăр чĕкĕнтĕрĕ) лаптăкĕ 501 гектарпа танлашать. Çĕрулмине пĕлтĕрхинчен кăшт сахалтарах лартса хăварнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче çурхи культурăсене хурт-кăпшанкăран, çумкурăкран хỹтĕлесе им-çам сапаççĕ, çĕрулмин рет хушшисене кăпкалатаççĕ. Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç _ выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç пуçланнă. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çапла каларĕ: "Пĕтĕм вăя выльăх апачĕ хатĕрлеме явăçтармалла, пирвайхи çулнă курăкран сенаж хывса хăварма тăрăшмалла".
Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.