21 июня 2017 г.
2017 çулхи июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче Елчĕк районĕн 6-мĕш суйлаври Депутачĕсен пухăвĕн черетсĕр ларăвĕ иртнĕ.
Пухăва Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, районти предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă.
Пухăва Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн ертỹçи Ираида Васильева ертсе пынă. Чи малтанах пухура Депутатсен пухăвĕн секретарьне суйлас ыйту çинче чарăнса тăнă. Яваплă ĕçе пурнăçласа пыма Елчĕк район администрацийĕн ĕçĕсен управляющине - йĕркелỹ ĕçĕн пайĕн начальникне Татьяна Пекпатровăна шаннă.
Елчĕк район администрацийĕн йĕркелỹ ĕçĕн пайĕн эксперт специалисчĕ Е.Лебедева вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче муниципалитет должноçĕсене йышăнакансем, ĕç паракан представителĕн полномочисене пурнăçлакан муниципалитет служащийĕсем службăра харпăр хăйне тытас требованисене мĕнле пăхăннине тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче конфликт интересĕсене татса парассипе мĕнле ĕçленине тĕрĕслекен комиссин йышĕпе паллаштарчĕ.
Малалла депутатсем Елчĕк район харпăрлăхĕнчи сутă тумасăр арендăна панă çĕр участокĕсене арендăна парас йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Проектпа Елчĕк район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова паллаштарнă.
Тивĕçлĕ ĕçченсене патшалăх наградисем илме тăратас ыйту çинче те чарăнса тăнă депутатсем.