21 июня 2017 г.
Курнавăш ялĕнче район тантăшĕсем тăваттăн: Василиса Николаевна Корнилова, Валентина Ивановна Порфирьева, Аполинария Сергеевна Ефимова, Валентина Максимовна Атаманова. 90 çул урлă каçса 100 çул патнелле çывхаракансем те пур. София Ильинична Атаманова, акă, 98 çулпа пырать. Çак хастар тыл хĕрарăмĕсем умне тăрса пуçăма таятăп. Вĕсене вăрăм çула утса тухасси пĕрре те çăмăл пулман. Кашнийĕн кун-çулĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçипе, çамрăк совет çĕршывне, тăван халăха йывăр амантса хăварнă вăрçăпа, ун хыççăнхи сурансене сиплессипе, Тăван çĕршыва çирĕплетессипе тачă çыхăннă. Вăрçă çулăмĕ витĕр тухса выçлăхпа сивве, çуклăхпа йывăрлăха çĕклесе, чир-чĕре парăнмасăр, ача-пăчашăн хỹтлĕх хỹми пулса çак вăрăм ĕмĕре утса тухасси - чăн-чăн паттăрлăх.
Валентина Атаманова (хĕр чухнехи хушамачĕ Порфирьева) вăрçă хăрушлăхне хăйĕн куçĕпе курса чунĕ витĕр кăларнă. Вăрçăччен Финляндине куçса кайнă çемье эвакуацие лекет. Ачасене вăрçă вырăнĕсенчен маларах ăсатнă пирки Вальăпа аппăшĕн ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлма тивнĕ.
- Бомбăсем çурăлни халь те хăлхара янăрать. Пĕррехинче нимĕç самолечĕсенчен хăраса вăрманти пĕчĕк пỹрте кĕрсе тартăмăр. Пире пĕр совет салтакĕ пỹртрен хăвăрт тухса йывăçсем хыçне пытанма хушрĕ. Эпир пỹртрен тухсанах пỹрт çине бомба ỹксе çурăлчĕ. Тепринче тата пысăк юханшыв урлă каçнă чухне пĕренесем саланса кайса шыва чăмрăм. Шывран çĕкленсе тухатăп кăна, пуçпа пĕренесене тăрăнатăп. Аран хăтăлса тухрăм... Виçĕ уйăхран тин тăван яла çитрĕмĕр, - куççульпе аса илет Валентина Атаманова.
Тăван ял, тăвансем! Вĕсенчен çывăххи, ăшши мĕн пулĕ? Ашшĕпе пĕртăван аппăшĕ çĕтĕк-çурăк, выçăпа, йывăр çулпа вăйран кайнă ачасене хăйĕн ытамне илнĕ. Пĕр эрнерен ашшĕпе амăшĕ те яла çаврăнса çитнĕ.
- Вĕсем таврăнсан хĕвел тухнăпа пĕрех пулчĕ. Аттепе анне юнашар пулсан мĕн кирлĕ тата çынна? - тет йывăрлăха парăнман хĕрарăм.
"Ялта çерçи вилмен", - тенĕ ваттисем. Тăванĕсем, ял-йыш пулăшнипе çуклăхпа йывăрлăха çĕнтерсе Порфирьевсен çемйи ура çине тăнă, çанă тавăрсах ял çыннипе пĕрле колхозра ĕçлеме пуçланă.
1942 çулхи нарăс уйăхĕнче Вальăн ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Ака уйăхĕнче вăл Калуга тăрăхĕнче вилни çинчен хут килнĕ.
Çичĕ класс пĕтернĕ Валентинăна Шупашкарта çар заводĕнче ĕçлекен аппăшĕ хулана чĕннĕ. Чăлхапа трикотаж фабрикине ĕçе вырнаçнă вăл. Пĕр сменăра икĕ норма тултарнă хĕре "Стахановец" ятне панă.
Чирпе хавшанă амăшĕ хĕрне яла таврăнма чĕннĕ. Амăшне хĕрхенсе мал ĕмĕтлĕ хĕрĕн юратнă ĕçне пăрахсах яла таврăнма тивнĕ. Мĕн ачаран пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерме хăнăхнă хĕр колхозра та хисепе çĕнсе илнĕ. Пĕр ĕçрен те юлман вăл. Йывăр ĕçрен хăраса тăман.
Пурнăç шăпиех яла илсе килнĕ пулĕ Валентина Максимовнăна. Качча тухма шутламанскере икĕ ачаллă арçынна тупса параççĕ. Хĕлиххун тетен мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Унăн аслă ачи тăваттăра, кĕçĕнни иккĕ те тултарайман. Хăйĕн ачисем пек йышăннă Валя аппа тăван амăшĕсĕр тăрса юлнă шăпăрлансене. Хăй тата пĕр ывăлпа тăватă хĕр çуратнă. Атамановсем пилĕк хĕр качча панă, икĕ ывăл авлантарнă.
- Ачасем пит лайăх пулчĕç пирĕн. Халĕ вĕсемпе савăнса пурăнатăп. Вăрçса-çапса курман эпĕ вĕсене. Хампа пĕрле хире çум çумлама илсе кайсан яланах ăшшăн калаçаттăм тĕпренчĕкĕмсемпе, юмах та ярса параттăм. "Валя, мĕн култаратăн эсĕ ачусене, питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ?" - тетчĕç кỹршĕсем", - аса илет нумай ача амăшĕ.
Пурнăçа йĕркелекенĕ ĕç иккенне Валя аппа питĕ лайăх ăнланнă. Çавăнпах ывăл-хĕрне мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. Хăй пек паттăр пулма хăнăхтарнă. Çурт лартнă чухне аслă ывăлĕпе хăма саваланине каласа парать вăл. Кĕçĕн ывăлĕ авланса киле кин кĕртсен те ахаль ларман ватă.
Атамановсен çемйипе курса калаçма питĕ кăмăллă. Вĕсем пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе калаçни чуна уçать. Тĕп килте хунав янă ывăлĕн, Петьăн, класс ертỹçи пулнă май, вăл ача чухнехине куç умне кăларса тăрататăп. Питĕ лăпкă, сăпайлă, тирпейлĕ, ĕçчен арçын ача, тăрăшса вĕренетчĕ. "Пулас лаша тихаран паллă", - тенĕ евĕр, халĕ Петьăн хуçалăхĕ ялти чи хăтлă та тирпейлĕ кил-çуртсенчен пĕри. Хăй шухăшласа кăларса тирпейлĕ тытса тăракан çĕр ĕçĕн хатĕрĕсемпе кама çеç пулăшмасть-ши вăл! Икĕ маттур ывăлĕ, халĕ ĕнтĕ хăйсен çемйисемпе хулара пурăнаççĕ пулсан та, асламăшĕпе ашшĕ-амăшĕ патне тăтăшах килсе пулăшсах тăраççĕ. Аслă ывăлĕн ăста аллисем тĕп киле хулари чаплă хваттерсенчен кая мар ăсталанă. Аякранах илемпе çуталса ларать Валя аппапа Хĕллиххун тетен ывăлĕн çурчĕ. Пỹрт умĕнче тăтăшах ача-пăча выляни тата та илемлетет çак çурта.
- Эпĕ чи телейлĕ ватăсенчен пĕри. Мана пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхаççĕ. Савăнса пурăнатăп. Пурне те манăнни пек телейлĕ ватлăх сунатăп, - тет ĕç ветеранĕ.
Д.СМИРНОВА,
Курнавăшри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ.
Сăнỹкерчĕкре: Валентина Максимовна Петя ывăлĕпе, Людмила кинĕпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе.