Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх паттăрлăхĕ

21 июня 2017 г.

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре фашистла Германи тата унăн союзникĕсем пирĕн çĕршыв çине хаяррăн тапăнса кĕнĕ.

Çак кун Раççей çĕрĕ çинче пурăннă пур çветтуйсен уявне паллă тунă кун пулнă. Тăшман Рига, Виндава, Либава, Шауляй, Каунас, Вильнюс, Гродно, Лида, Брест, Кобрин, Слоним, Бобруйск, Житомир, Киев, Севастополь тата ытти хуласем, чукун çулсем, аэродромсем, СССР тинĕс çар базисем çине бомбăсем пăрахма тытăннă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă. Çак вăрçă этемлĕхĕн историйĕнче чи хăрушă та чи нумай юн тăкнă вăрçă евĕр палăрса юласса ун чухне никам та шухăшлама пултарайман.

Тăшманăн вирлĕ тапăнăвне чи малтанах чикĕ хуралĕн салтакĕсем тỹснĕ. Вĕсем хỹтĕленнĕ анчах мар, малтанлăха контратакăна çĕкленме те хăват çитернĕ. Малтанхи 8 сехет хушшинче совет авиацийĕ 1200 самолет çухатнă, вĕсенчен 900-шне аэродромсенче ларнă чухнех бомба пăрахса пĕтернĕ (пурĕ 66 аэродром бомба айне пулнă).

Вăрçă пуçланни çинчен совет халăхне радио урлă ирхине ирех мар, кăнтăрла тĕлĕнче анчах пĕлтернĕ. Маларах яланхи передачăсем пынă, мирлĕ кĕвĕ янăранă. Вячеслав Молотовăн сăмахĕсем çĕршыв халăхне ура çине тăратнă: "Паян, ирхине 4 сехетре, Германи çарĕсем, вăрçă пуçарасси пирки пĕлтермесĕр, пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ..."

Çак кунах СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн указĕпе 1905-1918 çулсенчи çара тивĕçлĕ çынсене вăрçа хатĕрлеме пуçланă. "Пурте фронт валли, пурте çĕнтерỹшĕн!" чĕнĕве халăх кар! тăрса йышăннă. Пĕр эрне хушшинче 5 миллион ытла çын фронта тухса кайнă.

Минск, Смоленск, Дубно, Ровно тата ытти хуласене çăмăллăн парăнтарма ĕмĕтленнĕ тăшман совет салтакĕн хаяр хỹтĕленĕвĕпе тĕл пулнă. Малтанхи 3 эрнере Хĕрлĕ Çар Прибалтика республикисене, Украинăпа Белоруссие, Молдавие тăшман аллине парас мар тесе вирлĕн çапăçнă.

Сахал мар тĕрĕслев витĕр тухнă пирĕн Хĕрлĕ Çар салтакĕсемпе совет халăхĕ. Пур халăх кар! тăнăран эпир тĕнчене ирсĕр фашизмран тасатма пултарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика