21 июня 2017 г.
"Бизнес-Ăнăçу" наци премийĕн округри тапхăрĕ пуçласа Чăваш Республикин тĕп хулинче - Шупашкарта иртет.
Мероприяти 2017 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче "Раççей регионĕсем - çитĕнĕвĕн çĕнĕ майĕсем" X Шупашкар экономика форумĕн программипе йĕркеленет. Ăна ирттерме Чăваш Ене ытахальтен суйласа илмен. Республика 2017 çулта инвестици лару-тăрăвĕн наци рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăннă.
"Пире Чăваш Ен тĕлĕнтерчĕ. Пĕтĕм направленипе пĕр çитменлĕхсĕр, паха ĕçлени пысăках мар региона рейтингра иккĕмĕш вырăн йышăнма май панă. Çакăн пирки июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен "Бизнес-Ăнăçу" наци премийĕн рейтинг кăтартăвĕсем тăрăх ĕненме пултаратпăр. Муниципалитетсен ертỹçисем çак пысăк çитĕнĕве мĕнле туни çинчен каласа пама пултарĕç", - тенĕ "Опоры России" президенчĕ Александр Калинин.
Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакна палăртнă: "Бизнес-Ăнăçу" наци премине пирĕн республикăра ирттерни - регион аталану çул-йĕрне тĕрĕс суйласа илнине çирĕплетет. Патшалăх пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу панипе пурнăçланă ĕçсен результачĕсене эпир июнĕн 23-мĕшĕнче кăтартма хавас".
Мероприяти вăхăтĕнче чи лайăх бизнесменсем, Атăлçи федераци округĕнчи регионсенчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен представителĕсем "Ылтăн домкрат" конкурс символĕсемшĕн, бизнеса аталантарма усăллă призсемшĕн кĕрешĕç. Вĕсен йышне бизнеса аталантарма тỹлевсĕр вĕрентỹ, хаклă наградăсем, укçа-тенкĕ сертификачĕсем, пĕтĕм тĕнчери профессионал выставкисене хутшăнасси тата стажировкăсене каясси кĕреççĕ.
Çулталăк итогĕсемпе палăртнă муниципалитет пĕрлешĕвĕсен лидерĕсем тĕп призшăн - территорисене аталантарма уйăракан 1 млн тенкĕшĕн тупăшĕç.
Мероприятисен площадкинче номинантсем предпринимательсене, финансистсене, инвесторсене, экспертсемпе журналистсене, влаç тата общество организацийĕсен представителĕсене хăйсен бизнесĕ çинчен каласа пама пултараççĕ.
Конкурс программисемсĕр пуçне тематика сессийĕсем, мастер-классем пулаççĕ. Вĕсене паллă предпринимательсем тата бизнес-тренерсем хутшăнаççĕ.