21 июня 2017 г.
X-XIII ĕмĕрсенче Аслă Таяпа ялĕ çумĕнче пăлхарсемпе сăварсен пысăках мар хули пулнă. Çỹллĕ те тикĕс вырăнта вырнаçнă крепоç 28 гектар йышăннă. Унăн хĕррипе Таяпинка шывĕ юхса иртнĕ. Крепоçе пур енчен те çĕр хăпартса юман хỹмепе хỹтĕленĕ. Çĕр хăпартнă вырăнсем паянхи кунччен сыхланса юлнă. Хула Руçа çỹремелли çул çинче ларнă май унта яланах суту-илỹ тунă. XIII ĕмĕрте хулаша тутар-монголсем тытса илнĕ.
Историре чăн пулнă пулăма манăçа кăларма çук. Хулаш çыннисене пытарнă масар вырăнне те ватăсем манмаççĕ. Çитĕнекен ăрăва каласа паракан истори ламран лама куçса пырать.
Хулаш пулнă вырăнта инçетрен килекен туристсем анчах мар, район çыннисем те тăтăшах пулаççĕ. Çу кунĕсенче унта ытларах ачасене курма пулать. Кивĕ Эйпеçри çиччĕмĕшсем класс ертỹçи Т.Сусметова ертсе пынипе хулаш пулнă вырăнпа, çăлкуçпа паллашрĕç. Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн лектор-экскурсовочĕ С.Степанова хулаш историне тĕплĕн каласа пачĕ. Унтан вĕренекенсем Елчĕк музейĕнчи çĕнĕ выставкăпа паллашрĕç.
Каласа хăварас килет, класс ертỹçи тăрăшнипе çиччĕмĕшсем Кỹкеçри Бичурин, Шупашкарти К.Иванов ячĕллĕ литература музейĕсене, Болдинăри А.Пушкин заповедник-музейне те çитсе курчĕç.