17 июня 2017 г.
Курнавăшри почта çыхăну уйрăмĕн алăкĕ куллен уçăлса-хупăнса кăна тăрать. Ял çыннисем тĕрлĕ пулăшу илме килеççĕ кунта.
Хальхи вăхăтра кăçалхи иккĕмĕш çур çулта хаçат-журнал илсе тăмалли çырăнтару тапхăрĕ пырать. Паянхи кун тĕлне уйрăмра "Елчĕк ене" 194 экземпляр çырăннă.
Пирĕн тăрăхра хаçат-журнал çырăнса илекенсен йышĕ çулсерен ỹссе пырать. Пĕрне мухтаса тепĕрне хурлас килмест. Çапах та 5-7 экземпляр хаçат çырăнакан вулакансене аса илесех килет. С.Кириллова (Вырăскасси), Н.Круглова, Г.Прохоров (Курнавăш) район хаçатне чи малтан, унтан республикăра тухса тăракан изданисене кăмăлласа çырăнаççĕ.
- Хаçатри статьясене вуласа киленетпĕр, çемьере сỹтсе яватпăр. Журналистсем кăсăклă материалсем çыраççĕ. Район хаçачĕпе пурнăç кичем мар, - теççĕ Кругловсем.
Калас пулать, вĕсен çемйи вун-вун çул район хаçачĕпе туслă çыхăну тытать.
Уйрăмри виçĕ почтальон ĕçĕпе те ял çыннисем кăмăллă. Н.Алексеева, Г.Векова, С.Фомина хăйсен ĕçне чунтан парăннă. Мĕнле çанталăк пулнине пăхмасăр вĕсем хаçат тусĕсем патне çитме васкаççĕ.
Хальхи вăхăтра та вĕсем халăхпа тĕл пулса çырăнтару тапхăрĕн шутлă кунĕсем юлнине аса илтереççĕ. Çавна май, хисеплĕ вулакансем, çак кунсенчех хăвăр кăмăллакан изданисене çырăнма васкăр. Çу кунĕсем иртĕç, кĕрхи тата хĕллехи вăрăм каçсем çитĕç. Ун чухне сире район хаçачĕсĕр питĕ кичем пулĕ. Самана таппипе тан утма пулăшĕ сире хаçат-журнал.
Н.МАРТЫШКИНА,
Курнавăшри почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçи.