17 июня 2017 г.
Ял хушшинче чыспа-сумпа пурăнса, чун суйланă ĕçре чуна парса ĕçлесе халăх хисепне çĕнсе илнĕ çемьесем сахал мар пирĕн хушăмăрта.
Вĕсенчен пĕри - Патреккел ялĕнчи Владимирпа Валентина Петровсен çемйи. Мăшăр пурнăçне сывлăха сыхлас ĕçе халалланă, иккĕшĕ те аслă категориллĕ медицина ĕçченĕсем. Валентина Петровна медицина сестри больницăра 33 çул тăрăшать. Ĕçе чунтан юратнипе тата тĕплĕн пĕлнипе палăрнă ĕçчен, тивĕçлĕ ĕçне кура сахал мар наградăна тивĕçнĕ, ертỹçĕсемпе халăх хисепне çĕнсе илнĕ.
В.Петров сывлăха сыхлас отрасльте 32 çул тăрăшать. Çак сахал мар çул хушшинче халăх сывлăхне упрас енĕпе ырми-канми ĕçлесе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ ята тивĕçнĕ. Хирург ĕçĕ мĕн тери яваплине, тухтăрсем операци вăхăтĕнче пурнăçпа вилĕм хушшинчи этем сывлăхĕшĕн пур вăя хурса кĕрешнине пиртен кашниех лайăх ăнланать. Кашни операци - çĕнĕрен те çĕнĕ тĕрĕслев.
1957 çулта çу уйăхĕнче кун çути курнă Владимир Петров ялти шкултан "пиллĕк" паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн ниçта та мар, тỹрех Канашри медицина училищине çул тытнă. Камран тĕслĕх илмелли те пулнă унăн: амăшĕн ратнинчи иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Иван Иванович Миловидов ĕмĕрне фельдшерта ĕçлесе ирттернĕ. Медицина училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухнă йĕкĕт 2 çул салтакра пулнă хыççăн (служба тивĕçне Монголинче пурнăçланă вăл) пĕлĕвне малалла ỹстерес тĕллевпе Чулхулана çул тытать - çак хулари медицина институтĕнчи педиатри факультетĕнче вĕренсе ача-пăча хирургĕн специальноçне алла илет. Интернатура хыççăн Канаш районĕнчи тĕп больницăра хирург тухтăр пулса ĕçлеме пуçлать Владимир, мăшăрĕ медсестрара тăрăшать.
- Вĕреннĕ вăхăтра пуçласа аппендицит касма тивнĕччĕ мана, - çапларах хуравлать тухтăр пурнăçри пĕрремĕш операци пирки сăмах пуçарсан.
Канаш районĕнче 8 çул ĕçленĕ хыççăн Петровсем тăван тăрăха таврăнма шут тытнă - иккĕшĕ те Елчĕк районĕнчи тĕп больницăри хирурги уйрăмне ĕçлеме вырнаçнă: Владимир Ильич - хирургра, Валентина Петровна медицина сестринче.
Петровсем Владимир 6-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтрах çемье çавăрнă. Валентина ял хĕрĕ пулнă - 5 ачана (4 ывăлпа пĕр хĕре) çуратса ỹстерсе тивĕçлĕ воспитани панă Петр Васильевичпа Евлампия Дмитриевна Марковсен хĕрĕ. Валентина çамрăкранах тирпейлĕ те сăпайлă, ĕçчен пулнипе палăрнă. Яла таврăнсан çамрăксем кермен евĕр капмар çурт, хуралтăсем хăпартма вăй çитернĕ. Хальхи вăхăтра Владимир Ильич Елчĕкри тĕп больницăра поликлиникăра тăрăшать, хирург, травматолог, ача-пăча хирургĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Çăмăл мар, паллах, пĕччен тухтăра çак пысăк тиеве туртса пыма, çапах та пысăк опыт пухнă врач ỹпкелешмест, нушапа е чир-чĕрпе пыракан кашни пациентах вăхăтлă та тивĕçлĕ пулăшу парать. Ĕçне тĕплĕн пĕлнишĕн, ырă кăмăллă, ăшă чунлă пулнăран хисеплет В.Петрова район халăхĕ:
- Тухтăр пулмах çуралнă. Тавах ăна, - çак сăмахсене час-часах илтме пулать Владимир Ильич патĕнче йышăнура пулнă çынсенчен.
Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕрне-пĕри çур сăмахран ăнланса пурăнакан мăшăр икĕ ачана - Регинăпа Алексее кун çути парнеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратнă. Мĕн çамрăкран ĕç çумне çыпăçтарнă кĕçĕннисене аслисем. Çуллахи каникул кунĕсенче мăнукĕсем ашшĕ-амăшĕ евĕрех аслашшĕ-асламăшĕ çумĕнче сухан-севок, кăшман пайĕсем çинче çум çумласа çитĕннĕ, кил хуçалăхĕнчи ĕçсене пурнăçлама та хутшăннă.
Петровсем юрлас ăсталăх пуррипе те палăрнă таврара. Владимир Ильичăн ашшĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ связисчĕ, Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ - ĕмĕрне почта çыхăну уйрăмĕнче тĕрлĕ должноçра тата начальникре ĕçлесе ирттернĕ Илья Егоровичпа амăшĕ Зинаида Аркадьевна Петровсем - Патреккел халăх хорĕн хисеплĕ ветеранĕсем. Валентина Петровна Петрова тата унпа пĕртăвансем те пурте тĕрлĕ çулсенчи хор участникĕсем. Ашшĕ тата амăшĕн ратнисенчен куçнă юрра-кĕвве юратаслăх вара Владимир Ильичпа Валентина Петровнан Алексей ывăлĕ çинче çирĕпленнĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти ялхуçалăх академийĕнче экономика факультетĕнче тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ илнĕ Алексей паян хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнă тесен те йăнăш мар. 2014-2015 çулсенче Алексей Чăваш академи симфони капеллин солистĕнче тăрăшрĕ. Халĕ вăл Коми Республикин оперăпа балет патшалăх театрĕн труппин солисчĕ.
- Аслашшĕнех хывнă. Вăл хăйĕн уçă та янравлă баритон сассипе тата пултарулăхĕпе концертсенче халăха чылай çул савăнтарчĕ, - çапла калать Алексей пирки ял-йыш. Сăмах май, кăçал хĕлле Алексей хăйĕн мăшăрĕпе - маларах асăннă опера труппин солисткипе Галинăпа "Золотые хиты советского кино" концерт программипе районта пулчĕç, вырăнти халăха хăйсен пултарулăхĕпе чăннипех те тĕлĕнтерчĕç. Регина та çемьеллĕ, паянхи кун Шупашкарта пурăнать. Тĕп хулари кооператив институтĕнче пĕлỹ илнĕскер "Чăвашкредитпромбанкра" ертсе пыракан специалистра тăрăшать.
Ĕçрен ỹркенмеççĕ Петровсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Килĕ-çурчĕ те таса та тирпейлĕ вĕсен ялан. Илеме кăмăллакан Валентина пахчинче те, çуртра та куçа илĕртекен тĕрлĕ тĕслĕ чечексем çитĕнтерет.
Владимир Ильичпа Валентина Петровна тĕп килте Владимирăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрне-пĕри ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Çамрăксем - аслă ăрурисен ватлăхри тĕрекĕ, пулăшуçисем.
Е.ПЕТРОВА.
Сăнỹкерчĕкре: Валентинăпа Владимир Петровсем.