Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуй уявĕнче, ай, савăнар-и, тăванăмăрсемпе пĕрле!

14 июня 2017 г.

Акатуй уявĕнче, ай, савăнар-и, тăванăмăрсемпе пĕрле!

Кĕр мăнтăрĕпе, кăçалхи авăн уйăхĕнче, Елчĕк районĕ хăйĕн сумлă юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет. Çавна май Елчĕк енĕн пулăхлă çĕрĕ çинче 60-мĕш хут пулса иртнĕ Акатуй уявĕ тепĕр паллă пулăмпа - тăван районăмăр 90 çул тултарнипе те асра юлма тивĕçлĕ. Унсăр пуçне, çĕр ĕçченне чыслакан çак уяв тăван çĕршывăн мухтавне çĕклеме хистесе тăракан Раççей кунĕ умĕн, Раççейри - Экологи тата Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче иртни, тухăçлă тыр-пул çитĕнтернипе, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе республикăра та ялан малтисен ретĕнчи Елчĕк районĕнчи мухтавлă ĕçченсене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн тав тума Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитни уявăн ят-сумне, унăн пĕлтерĕшне тата ỹстернĕн туйăнчĕ...

Урăхла пулма та пултараймĕ, районăн 90 çулхи юбилейне тĕп ĕçре - агропромышленность комплексĕнче, ытти отрасльсенче тăрăшакансем те ĕçри ỹсĕмсемпе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вара пурин умĕнче те çакна палăртса каларĕ: "Çăкăр çитĕнтерес ĕçре тăрăшаканăн ăнăçлăхĕ çанталăк условийĕнчен, унсăр пуçне, хăйĕн çирĕплĕхĕпе теветкеллĕхĕнчен те нумай килет. Кăçалхи лару-тăрура та, тăван çĕр-аннемĕр ырăлăхне курас тесе, ял çыннин пĕтĕм чун-чĕрипе парăнса ĕçлеме тиврĕ пулсан та çĕре юратни, чăтăмлă пулни вĕсене йывăрлăхсен умĕнче çухалса кайма памарĕ. Эсир, Елчĕксем, яланах пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ, маттур ĕçченсем пулнипе палăрса тăтăр". Çак сăмахсем çумне çакна анчах хушса калайăн: республика ертỹлĕхĕ пирĕн район çыннисен ĕçри çитĕнĕвĕсене, чăннипех, пысăка хурса хаклать. Михаил Игнатьев тепĕр ырă хыпар пĕлтернине илтме те кăмăллă пулчĕ. Ялхуçалăх отрасльне аталантарассине, ĕçе тухăçлă йĕркеленине, экономика кăтартăвĕсене тата тупăшсен пайне ỹстерсе пынине палăртса хакланă хыççăн республикăри хуласемпе районсем хушшинчи ăмăртура Елчĕк районĕ пĕрремĕш вырăна тухма пултарнине, çакăншăн районти обществăлла инфраструктурăна аталантарма грант шучĕпе 15 миллион тенкĕ уйăрса парасса пĕлтĕмĕр. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Петр Краснов, ачасен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен Чăваш Республикинчи уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, Елчĕк районĕн хисеплĕ çыннисем - Кияметдин Мифтахутдинов, Олимп вăййисен бронза призерĕ Владимир Андреев та пирĕн районти ĕç çыннисен ỹсĕм-çитĕнĕвĕсемпе савăннине палăртса каларĕç.

...Вырсарникун, çĕртме уйăхĕнчи ытти кунсемпе танлаштарсан, çанталăкĕ те расна ăшă пулнăран-и, Акатуй иртекен Ырсамай улăхĕн анлă территорине - уява халăх питех те йышлăн пухăнчĕ. Хăнăхнă йăлапа Ярмăрккă урамĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вырăнсенчи ялхуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, ĕçре малта пыракансем шăпăр кĕввипе тĕп сцена умне çывхарчĕç. Олег Газманов шăрантаракан "Малалла, Раççей" юрă кĕввипе яшсемпе хĕрсен ушкăнĕ флешмоба хутшăнчĕç. Çилпе вăй! вĕлкĕшекен Тăван çĕршыв ялавĕ чун-чĕрене мăнаçлăх, савăнăç кỹчĕ. Раççейре çуралма, вĕренме, кунтах ĕçлесе пурăнма шăпа пỹрнипе пирĕн тивĕçлипе мухтанмалăх пур. Районти культура ĕçченĕсен пĕр ушкăнĕ ĕлĕк-авал пĕр çемье - Пичура çемйи Елчĕке - Кĕçĕн Пăла айлăмĕнчи вырăна куçса килсе çурт никĕсне хывнине илемлетнĕ мелпе кăтартрĕ пулин те, вăл питех те ĕненмелле пулса тухрĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Экологи çулталăкĕ, çавăн пекех районăн 90 çулхи юбилейĕ те çывхарнине асра тытса "Экопалатка" курав-экспозици йĕркеленĕ. Кунта çутçанталăк темипе çыхăннă çĕнĕ йышши кĕнекесен куравĕпе, çутçанталăк палăкĕсен шутне кĕртнĕ объектсем çинчен пухса хатĕрленĕ питех те хаклă материалсемпе те паллашма пулчĕ. Кун-каçа симĕс палаткăри хăйне евĕрлĕ "Асамлă экойывăç" та çỹллĕ ỹссе çитĕнчĕ - кунта кĕрсе курнă кашни çын йывăç çинче ỹссе ларнă çĕнĕ çулçăсем çине хăйсен сĕнĕвĕсене палăртса çырма пултарчĕ.

Ят-сума ти-вĕçни - хавхалантарать

Районти пĕрлештернĕ хор "Алран кайми аки-сухи" юрра мăнаçлăн шăрантарнă хыççăн уяв савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

Уява уçма вара чи хастар ĕçченсем - 2017 çулхи ака паттăрĕ, "Рассвет" ЯХПК механизаторĕ Валерий Сергеев, чи лайăх культура ĕçченĕ, Патреккел халăх хорĕн ертỹçи, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов тата районти чи лайăх спортсмен, Елчĕкри шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Николай Петров тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсем Раççей Гимнĕн тата Елчĕк районĕн Гимнĕн кĕввипе Акатуй ялавне хăпартрĕç.

Уяв саламĕпе чи малтан, паллах, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тухса калаçрĕ. Районти тыр-пул ăстисене çураки ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма ĕлкĕрнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Акатуй сцени çинчен кăçал чи пысăк ят-сума - "Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята "Комбайн" ЯХПКри пĕрремĕш комплекслă бригадăри ферма заведующийĕ, 43 çул! тăван хуçалăхра ырми-канми вăй хуракан Мария Осипова илме тивĕçлĕ пулчĕ. Çак ятпа ăна Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕç. Елчĕкри 44-мĕш пушар чаçне, пушара хирĕç кĕрешекенсене кулленхи ĕçре питех те кирлĕ "Урал" йышши автомашинăн уççине халăх умĕнче алăран тыттарни те сумлă пулчĕ.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене палăртнă вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланăшăн ĕç ăмăртăвĕн куçса çỹрекен кубокне тата хаклă парнине "Комбайн" ЯХПК тивĕçрĕ. "АСК-Яльчики" ООО - иккĕмĕш, "Яманчурино" ООО - виççĕмĕш вырăнсенче. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче Лаш Таяпари Александр Бикулов хуçалăхĕ, пропашнăй культурăсене çитĕнтерессинчи ăмăртура "АСК-Яльчики" ООО мала тухнине йышăннă. Ялхуçалăх техникине ака ĕçĕсене хутшăнма хатĕрлес ĕçре "Сатурн" ЯХПКна палăртнă. "Çĕрпе тухăçлă усă курнăшăн, ăна сыхланăшăн, тăпра пулăхне ỹстернĕшĕн" ĕçлĕ ăмăртура Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. 2016 çулхи производствăпа финанс ĕçĕн кăтартăвĕсем тăрăх "Яманчурино" ООО, "Нива" агрофирма" ООО, "Комбайн" ЯХПК мала тухнă.

Чыслав саманчĕ нумай çыннăн кăмăлне çĕклерĕ, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарчĕ. Юрий Викентьевпа ("Сатурн" ЯХПК председателĕ) Раиса Горшкова (Курнавăшри библиотека заведующийĕ) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Геннадий Алексеев ("Рассвет" ЯХПКри тракторист), Петр Андреев ("Комбайн" ЯХПКри бригадир), Лариса Батанова ("Энтепе" ОООри доярка), Николай Герасимов ("Победа" ОООри тракторист), Николай Егоров ("Яманчурино" ОООри слесарь), Олимпиада Емельянова ("Сатурн" ЯХПКри тĕп экономист), Вячеслав Капламов ("Комбайн" ЯХПКри водитель), Валентина Козлова ("Труд" ЯХПКри доярка), Елена Савельева ("Энтепе" ОООри доярка), Сергей Сайкин ("Россельхозбанкăн" аслă экономисчĕ), Виктор Цыганов ("Рассвет" ЯХПКри тĕп агроном), Валентина Филимонова (Ленин ячĕллĕ ЯХПКри диспетчер) Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин, Вера Панкратова (Елчĕкри халăх театрĕн режиссерĕ), Светлана Михайлова (Тăрăмри библиотека заведующийĕ) Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисене илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Çемьере ăруран ăрăва куçакан йăла-йĕркене çирĕп пăхăнса, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнасси, чыслăха упрасси, ача-пăчана тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтересси кирек хăçан та тĕп вырăнта пулнă. Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннă чухне унăн пĕлтерĕшĕ пирки уйрăммăн палăртма тивĕçлĕ. Çакна асра тытса уява çамрăк мăшăрсене - Аслă Таяпари Беляевсене, Çĕнĕ Пăвари Измайловсемпе Кукурузовсене пĕр çемьере пурăнма тытăннине çирĕплетекен свидетельствăсене, Тỹскелĕнчи Судаковсен çемйине иккĕмĕш ача çуралнăшăн амăшĕн капиталне панине ĕнентерекен сертификата сцена çинчен пама чĕннĕ. Унсăр пуçне, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма социаллă тỹлевпе тивĕçтерме йышăннă çичĕ çамрăк çемьене свидетельствăсем пачĕç.

Хавхаланупа тулнă уявра савăнăçли тата та нумай пулчĕ. Ялхуçалăх производствинче нумай çул тата тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакан ĕçченсен тепĕр ушкăнне "Единая Россия" партин Тав çырăвĕсемпе, Елчĕк район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç, професси енĕпе чи лайăххисене палăртрĕç.

Кĕр! кĕрлерĕ кĕреке

Тăм шăхличĕн аякка ян! каякан сасси асамлă ачалăха аса илтерчĕ, Акатуя чăн илем кỹчĕ.

Курнавăш çыннине, халĕ Шупашкарта пурăнакан Александр Никитина - тăм шăхличĕ ăстине районта ватти те, вĕтти те лайăх паллаççĕ. Кăçал вăл Елчĕке хăй килме ерçеймен. Апла пулин те ярмăрккăри çак сумлă тавара унăн яланхи вырăнĕнче Валентина мăшăрĕпе Никита мăнукĕ сутрĕç. Вĕсем шăхличĕ каласа таврари пĕтĕм ача-пăчана, вĕсемпе пĕрле аслисене те хăйсем патне пухрĕç.

Вырăнсенчи ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер)хуçалăхĕсем пулăшнипе кашни ял тăрăхĕ темиçе çултанпа Акатуя пынă тăван-пĕлĕше тараватлăн хăйсен юратнă юрри-кĕввин çеммипе хăна çуртне йыхравлать. Тутлă ĕçме-çимене сĕтел ури аран чăтса ларакан çак çуртсенче пулса курсан анатри чăвашсен ĕлĕк-авалхи тĕрри-эрешĕ çак таранчченех епле тирпейлĕн упраннине курма пулчĕ.

Хамăрăн несĕлĕмĕрсене чун-чĕререн хисепленине палăртса чăн чăвашла - çĕр пин тĕрĕллĕ капăр чăваш кĕписене тăхăннă Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, район пуçлăхĕ Ираида Васильева, ачасен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен Чăваш Республикинчи уполномоченнăй Елена Сапаркина, Юрий Поповпа Петр Краснов депутатсем тата ытти çынсем хăна çурчĕсене пĕрин хыççăн тепĕрне кĕнĕ вăхăтра вĕсене уява пынă халăх ахальтен мар тинкерсе сăнарĕ. Пурне те илемлĕ чăваш тĕрри тыткăнларĕ. Чăваш Республикин халăх художество промыслисен маçтăрĕсен ĕçĕсем, Кỹкеçри "Паха тĕрĕ" фирмăн тĕрĕллĕ кĕписемпе арçынсен мăя çыхмалли галстукĕсем тата ытти япаласем те уявра сахал мар сутăннине пĕлтĕмĕр. Республика Пуçлăхĕн, Елчĕк район ертỹлĕхĕн тĕслĕхĕпе çитес çулхи Акатуйра пурте пĕр çын пек пулса чăн-чăвашла, тĕрĕллĕ çи-пуçпа капăрланар-и?

Хăна çурчĕсен умĕсенче куракансем кăçал тата ытларах чарăнса тăнăн туйăнчĕ. Мĕншĕн тесен кашни ял тăрăхĕ, район юбилейĕ пулнине асра тытса, хăйĕн паллă çыннисен сăнỹкерчĕкĕсене пухса "Ентешсем - пирĕн мухтав" стендсем йĕркеленĕ. Вĕсемпе паллашма, чăнах, питех те кăсăклă пулчĕ.

Экологи çулталăкĕнчи илеме, район паллă куна кĕтсе илме хатĕрленнине Курнавăшри Алина Мясникова, Яманчỹрелĕнчи Вера Комиссарова, Лаш Таяпари Дарья Евдокимова алă ăстисен, яланхи пекех Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Ирина Егорова тата Сергей Долгов вĕрентекенсен ĕçĕсенче куртăмăр.

...Акатуйра килти хушма хуçалăхра усă куракан мотоблоксемпе тата ытти техникăсемпе паллашасси иртнĕ çулсенчех йăлана кĕнĕ. Вырăнти "Кулибинсене" халĕ пурне те тенĕ пекех, ятран пĕлетпĕр. Кăçал вара çĕнĕ ĕмĕрти çĕнĕ йышши хăватлă техникăсен куравне те йĕркеленĕ. Ырсамай çырмин сăрт çамкинче ретĕн-ретĕн лартса тухнăран, вĕсем аякранах тата мăнаçлăн курăнчĕç. Пысăк урапаллă трактор умĕнче куç илмесĕр тинкерекен аслăрах ỹсĕмри арçынпа сăмах хускатрăм. Çĕнĕ Пăва ялĕнчи 80 çула çывхаракан Федор Квасов пулчĕ вăл. Нумай çул тăван хуçалăхра механизаторта ĕçленĕскер, кирлĕ вăхăтра халĕ те хăйĕн килĕнчи МТЗ-80 йышши тракторĕпе тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама хутшăнать. Паянхи пурнăçри хăватлă çак техникăсене курнă хыççăн тĕлĕнмеллипех тĕлĕннине те пытармарĕ:

- Ĕçе хуть шурă кĕпе тăхăнса тух - кабинăна тусан та, шав та кĕмест, шăрăхра сывлăша кондиционер сивĕтет. Çакăн пек пурнăçа пурăнса çитессе, çакна курасса сунман, - тет вăл.

Икĕ ретпе вырнаçнă тĕрлĕ таварпа, ĕçме-çимепе сутă тăвакан лавккасен вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Шашлăк пĕçерсе сутакансем анчах вăтăра яхăн вырăн йышăннă, вĕсем хушшинче Шупашкартан çити килме ỹркенменнисем те пур.

Ача-пăчана савăнтармалли уйрăмах нумай пулчĕ: батутсемпе аттракционсем, темĕн тĕрлĕ тетте туянма пулчĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ пĕчĕк лаша - пони, ларса ярăнмалли тĕрлĕ техника таврашĕнче явăнчĕ. Аслăраххисем робот техникипе кăсăкланчĕç. Вĕсене Елчĕкри, Аслă Елчĕкри, Кушкăри тата Лаш Таяпари инженери класĕсенче вĕренекенсем кăтартрĕç.

Светлана АРХИПОВА.

 

Янра эс, юррăмçăм, хаваслăрах янра!

Акатуй уявне савăнăçпа хаваслăх кĕртекенни - пуян концерт программи. Культура ĕçченĕсенчен йĕркеленнĕ сакăрвунă çынран тăракан "Пăла хумĕ" хор юрлакан "Чыс, мухтав сире, Елчĕксем", "Сĕрен", "Амăшĕн чĕри" юрăсем чĕре витĕр сăрхăнса тухса илемлĕ кĕвĕ-çемĕ таврана саланчĕ. Чăваш патшалăх юрă тата ташă ансамблĕн пултарулăхĕ чăннипех те тыкăнларĕ вырăнти халăха тата уява хутшăннă хăнасене. Артистсем сцена çинче юрлама тата ташлама пуçласан ахальтен мар халăх сцена енне кĕпĕрленсе пухăнчĕ. Шупашкартан килнĕ Валентина Волкован тарăн шухăшлă "Шăвать кун-çул" юрри чĕрене хумхантарчĕ. Юрă сăмахĕсем Елчĕк çийĕн саланса аякка юхрĕç те юхрĕç.

"Шăвать кун-çул ир те каç та малалла,
Ман пурнăçа ирттересчĕ санпалан,
Ларсам эппин эс, савниçĕм, юнашар,
Юратăва упрама тупа тăвар.
Хуркайăксем таврăнаççĕ кăнтăртан,
Ем-ешĕл тум пĕркенет çурхи вăрман,
Хĕвел шевли тăкăнать çỹл тỹперен,
Шăп паянтан йăлт пуçлар-и çĕнĕрен?

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Борисов ертсе пыракан хор - яланхиллех Елчĕк енĕн мăнаçлăхĕ. "Русь стозвонная" юрă чун-чĕрери çĕршывăмăрпа мăнаçланас туйăма çĕклерĕ. Геннадий Арсентьевич çырнă тата кĕвĕленĕ "Елчĕк енĕм, Елчĕк ен" юрă таврана саланнă май чĕрене ырă туйăм çупăрларĕ. Чăваш тата тутар артисчĕсем тутарла шăрантарнă "Эс хĕвел, эс уйăх" юрă икĕ халăх хушшинчи çирĕп туслăха сăнларĕ. Елчĕкри искусство шкулĕн "Мерчен" ансамблĕ, Вырăскассинчи "Шанăç" халăх коллективĕ, ветерансен "Туслăх" хорĕ, "Сударушки" тата "Варкăш" ансамбльсем шăрантарнă юрăсене тата ташăсене халăх хапăл туса йышăнчĕ. Сăмах май, Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен Иван Шурбин ертсе пыракан "Туслăх" коллективĕ кăçал Чулхулара иртнĕ Пĕтĕм Раççей шайĕнчи хор фестивальне хутшăнма тивĕç пулса унтан çĕнтерỹпе таврăнчĕ.

Ял тăрăхĕсенчен килнĕ артистсем те уява хутшăннисене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи "Тарават", Курнавăшри "Палан", Аслă Пăла Тимешри "Пăла", Кĕçĕн Таяпари "Салампи", "Мечта", Аслă Таяпари "Шанчăк" ансамбль тата "Самана" ушкăн, Тăрăмри "Алмантай", Лаш Таяпари "Тайпи", Елчĕк ял тăрăхĕнчи "Шуçăм" ансамбльсен "Чечеклен, юратнă Чăваш Ен", "На побывку едет молодой моряк", "Эх чух, çамрăк чух", "Тăван сăри", "Хăна юрри", "Ай-хай, ырă ял-йышсем", "Улми улттă-улттă", "Кĕрекене" юрăсене, Аслă Елчĕкри "Шевлесем" ташă коллективĕн ташшисене куракансем уйрăмах хапăл турĕç. Марковсен тата Архиповсен "Тĕл пуласчĕ", "Ытарайми тăвансем" юрăсем те халăх юратăвне çĕнсе илнĕ. Зевдет Салахутдинов, Кристина Никифорова, Диана Адюкина, Ксения Агеева, Елизаваета Мурзакаева, Наталья Семенова, Людмила Шаурбина сцена çинче хăйсене чăн-чăн артист евĕр тытаççĕ. "Блейк-старс", "Первоцветы" ташă ушкăнĕсен ташшисем те куракана çывăх.

Тĕрлĕ шайри конкурссен çĕнтерỹçисем пулнă май чылай юрăçăпа коллектива, ташă ушкăнĕсене районта анчах мар республикăра лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсем пирки эпир хаçатра пĕлтерсех тăратпăр.

Халăха йыхравлать вăйă-кулă

Халăх вăййисем чунтан савăнма тата канма пулăшаççĕ. Çавăнпах туртăнать пуль халăх çакăн евĕр вăйăсене, тупăшусенче вăй виçес текенсем те йышлă. Пĕрене тăрăх утса кантрапа çыхнă чăхха туртса илес вăййа ытларах ачасем кăмăллани сисĕнет. Ăмăрту пуçланиччененех çак вырăн пĕрре те пушă тăмарĕ, шăпăрлансем пулас ăмăртăва хатĕрленсе пĕрене тăрăх пĕр чарăнми утрĕç. Ку ăмăртура Илья Игнатьев (Ĕнел), Владимир Иванов (Анатри Тимеш), Денис Иванов (Елчĕк), Данил Осипов (Çĕнĕ Эйпеç), Андрей Капустин (Аслă Пăла Тимеш) тата ыттисем те палăрчĕç, чăхсен хуçисем пулса тăчĕç.

150 килограмм таякан трактор урапине кустарас енĕпе çыхăннă вăйă чи вăйлисене тĕрĕслерĕ. Пăхаттирсем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Çак ăмăртура Анатри Тимешри Василий Демьянов пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Кỹршĕллĕ Пăва районĕнчи Тăхăрьял ялĕнчен килнĕ хăна - Павел Дубов иккĕмĕш, Елчĕкри Владимир Антипов 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

16 килограмлă кире пуканне хапха урлă ывăтса каçарас вăйă вара чи вăйлисене анчах мар, вăр-варрисене те пуçтарчĕ. Кунта Патреккелĕнчи Андрей Кузнецова çитекен пулмарĕ. Вăрăмхăвари Алексей Максимов тата Патреккелĕнчи Дмитрий Миллин 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене тухрĕç.

Куракансене йышлă пуçтарнă тепĕр вăйă - автомашинăна вăхăтпа 20 метра çити сĕтĕрсе каясси пулчĕ. Кунта та кỹршĕллĕ Пăва районĕнчи Тăхăрьял ялĕнчи хăнасем Владислав Марковпа Павел Дубов пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Елчĕкри Владимир Антипов виççĕмĕш пулчĕ. Чылай вăйăра тупăшнă Елчĕкри Владимир Антиповпа Анатри Тимешри Василий Демьянов, Патреккелĕнчи Александр Марков, Çĕнĕ Пăвари Николай Абрамов, Андрей Крысов, Павел Семенов, Елчĕкри Артем Александров, Тăрмăшри Геннадий Митрофанов, Пăва районĕнчи Пикапсел ялĕнчи Рамиз Шиганов тĕрлĕ вăйăсенче палăрчĕç.

Ĕçпе юрă тата спорт уявне халăх вăййисемпе ăмăртăвĕсене кĕртни халăхăмăрăн йăли-йĕркине асра тытма тата аталантарма май парать.

Уяв программи çулран çулах çĕнелсе те пуянланса пыни хавхалантарать. Уяв ячĕпе çыхăннă тĕп мероприятисенчен пĕри - Раççей кунне халалласа тỹперен парашютистсем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ялавĕсене илсе антарни пулчĕ. Вĕсене пĕтĕм халăх пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса сăнарĕ. Елчĕк Акатуйĕн уявне пысăк хисепе тивĕçнĕ парашютистсем хутшăнни район чысне тата та çỹле çĕклет.

Елена ПЕТРОВА.

 

Вăй виçеççĕ Елчĕксем

Акатуй программинче спорт вăййисем йышлă пулчĕç. Вĕсем тĕп стадионта шăматкун пуçланчĕç. Чи малтанах шкул ачисем хушшинче чăваш наци "Кĕрешỹ" мелĕпе турнир иртрĕ. 35 кг çитичченхи виçере Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Давид Крысов финалта Юрий Прокопьевран (Аслă Елчĕк) вăйлăрах пулчĕ. Виççĕмĕш вырăнта Денис Иванов (Елчĕк).

45 кг çитичченхи виçере малти вырăнсенче Станислав Мисяков (Аслă Елчĕк), Зинон Семенов (Çĕнĕ Пăва), Олег Ефимов (Аслă Елчĕк) йышăнчĕç.

60 кг çитичченхи виçере Артемий Антонов çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Руслан Галошев (Кушкă), Евгений Абрамов (Çĕнĕ Пăва).

Çак вăхăтрах мини-футбол енĕпе ăмăрту хĕрсех пычĕ. Унта 9 команда хутшăнчĕ. Вĕсем икĕ ушкăна пайланса пĕр-пĕринпе вылярĕç. Финалта ушкăнсенче çĕнтернĕ Аслă Пăла Тимешри "Юман" тата Патăрьелĕнчен килнĕ командăсем тĕл пулчĕç. Хăнасем, турнирта пĕр тĕлпулăва та выляса яманскерсем, 4:3 шутпа çĕнтерчĕç. Виççĕмĕш вырăншăн пынă тĕлпулура Лаш Таяпа команди Тĕмерсенчен пенальти тапса выляса илчĕ.

Хĕрарăмсем хушшинче волейбол вăййисем те хĕрỹ иртрĕç. Финалта Елчĕк тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен командисем тĕл пулчĕç. Михаил Скворцов воспитанникĕсем 2:1 шутпа выляса илчĕç. Виççĕмĕш вырăна Çĕнĕ Пăва ялĕн команди йышăнчĕ.

Иккĕмĕш кунхине спорт вăййисем культурăпа кану паркĕнче иртрĕç. Шкул ачисем хутăш эстафета чупăвĕнче тупăшрĕç. Тĕп шкулсен командинче икшер хĕрачапа арçын ача. Хăвăлçырмари тĕп шкулта вĕренекенсем финиша чи малтан çитрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Таяпа Энтринчи тата Кĕçĕн Таяпари шкул ачисем.

Вăтам шкулсен ушкăнĕнче Елчĕксене çитекенни пулмарĕ. Çирĕклĕ Шăхаль тата Курнавăш шкулĕсенчи çăмăл атлетсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Ял тăрăхĕсен ушкăнĕнче 5 команда тупăшрĕ. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн команди çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Тăрăм, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Юлашки çулсенче Елчĕкре те велосипед спорчĕ, туризм аталанса пырать. Çавăнпа Акатуй программине велосипедпа чупассине кĕртсе тĕрĕс тунă та. Аслă Елчĕкри Максим Афанасьев 1600 метр тăршшĕ çаврăма чи малтан вĕçлесе ĕçпе юрă тата спорт уявĕн парнине çĕнсе илчĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Кирилл Петров тата Патреккелĕнчи Руслан Сыкин финиша ун хыççăн çитрĕç.

Акатуй илемĕ унччен те, халĕ те урхамахсем чуптарни пулнă. Çăмăл урапа кỹлнĕ рысаксем район администрацийĕн пуçлăхĕн парнишĕн - çамрăк тихашăн тупăшрĕç. Тутар Республикинчи Тăхăрьялтан килнĕ Николай Макаров "Грохот" урхамахпа чи лайăх вăхăт кăтартрĕ. Яманчỹрелти Сельхозхимин чысне хỹтĕленĕ Юрий Яковлев "Артур Дид" урхамахпа финиша - иккĕмĕш, Лаш Таяпари акар йыттисен питомникĕнчи "Победа" виççĕмĕш çитрĕç.

Вырăнти ăратлă урхамахсен тупăшăвне çиччĕн хутшăнчĕç. Лаш Таяпари Станислав Макаров акар йыттисен питомникĕнчи "Магнит" лашапа финиша чи малтан çил пек вĕçтерсе çитрĕ. Адель Гайфуллин (Тутарстан, Тутиел), Александр Быков ("Урожай") тытса пынă урхамахсем те хăвăрт, илемлĕ чупаççĕ.

Таса ăратлă урхамахсен тупăшăвне пăхса тăма тата килĕшрĕ. Çĕнĕ Эйпеçри Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕн "Вульс" ятлă (юланутçи Петр Павлов) лаши чи лайăх вăхăт кăтартрĕ. Тутарстанри Тăхăрьял урхамахĕ - иккĕмĕш, Чăваш Тăрăмĕнчи В.Смирнов хресчен (фермер) хуçалăхĕн "Хип-хоп" лаши виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Лашасем хăвăрт чупнипе кăна мар, йывăр ĕçлеме пултарнипе те палăрса тăраççĕ. 1 тонна груз тиенĕ урапана 250 метр туртса тухассипе тупăшрĕç ĕç лашисем. Кỹршĕллĕ Комсомольски районĕнчи "Урожай" колхозри Александр Пыркин лаши ку тупăшура çĕнтерчĕ. Вăл пĕлтĕр те мала тухнăччĕ. "Яманчурино" ОООри "Карина" (лавçи Владимир Сергеев), Аслă Таяпари Иван Ениковăн "Чĕкеç" лашисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Хăйсем ăсталанă мотоблоксемпе ăмăртса пĕрремĕш вырăна Анатолий Куприянов (Ĕнел) тухрĕ. Василий Тябуковпа Сергей Васильев та (Елчĕк) призерсен йышне кĕчĕç.

Çав вăхăтрах сценăпа юнашар помостсем çинче спортăн тĕрлĕ енĕпе те ăмăртусем хĕрсех пычĕç. Алă вăйĕ виçекенсем чи вăйлисене палăртрĕç. Елена Портнова (Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ) хĕрарăмсен ушкăнĕнче çĕнтерчĕ. Елизавета Чернова (Елчĕк), Анна Воронова (Тĕмер) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

70 кг çитичченхи виçере Алексей Дубинов çĕнтерчĕ. Алексей Григорьевпа Николай Григорьев (Курнавăш) призерсен йышне кĕчĕç. 70 кг йывăртарах виçере Кỹлпуç çамрăкĕ Павел Яшин нумай хутчен район, республика чемпионĕ пулнă Сергей Солина (Тĕмер) парăнтарса пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Александр Серебряков (Кĕçĕн Таяпа) - виççĕмĕш.

Ирĕклĕ майпа кĕрешесси çамрăксем хушшинче 3 виçере, çитĕннисем хушшинче пĕр виçере иртрĕ. 35 кг çитичченхи виçере Аслă Елчĕк çамрăкĕсем Алексей Тябуков, Станислав Мисяков, Владимир Мешков мала тухрĕç.

65 кг виçере Павел Галошев (Кушкă) - пĕрремĕш, Артемий Антонов (Элекçей Тимеш) - иккĕмĕш, Данил Петров виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. 75 кг виçере Николай Мышкин (Кушкă) çĕнтерчĕ. Артур Арефьев (Лаш Таяпа), Кирилл Петров (Çирĕклĕ Шăхаль) призерсен йышне кĕме пултарчĕç.

Абсолютлă виçере спорт мастерĕ, республикăри, Раççейри ăмăртусен çĕнтерỹçи Александр Лапшин (Элпуç) хальхинче те çĕнтерĕве никама та памарĕ. Алексей Захаров (Элпуç) тата Алексей Егоров (Тăрăм) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Помост çине штанга йăтма тухакансем те йышлă пулчĕç. 60 кг çитичченхи виçере çамрăксенчен Аслă Пăла Тимешри "Юман" спортклуба çỹрекен Михаил Дмитриев 77,5 кг штангăна парăнтарса Акатуй çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Артур Сахров (Кивĕ Эйпеç), Азамат Абдулхаиров ("Юман") призерсен йышне кĕчĕç.

60 кг йывăртарах виçере Алексей Носов (Кавал) 100 кг штангăна парăнтарчĕ. Александр Ильин (Кивĕ Эйпеç), Антон Смирнов кăтартăвĕсем кăшт пĕчĕкрех. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Юлия Веникова ("Юман"), Марина Антонова тата Елена Андреева (Елчĕк) палăрчĕç.

Арçынсенчен Патреккелти Александр Марков 157,5 кг штанга çĕклерĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Александр Мышов (Патăрьел районĕ), Петр Филимонов (Патреккел) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Пирĕн район çамрăкĕсем кире пуканĕ йăтма юратаççĕ. Ку енĕпе çитĕнỹсем те сахал мар. Акатуй программинче çамрăксем те, çитĕннисем те вăй виçрĕç. 70 кг çитичченхи виçере Дмитрий Курчин (Курнавăш) мала тухрĕ. Василий Кирилловпа (Лаш Таяпа) Анатолий Узюкин (Таяпа Энтри) призерсен йышне кĕчĕç.

70 кг йывăртарах виçере Дмитрий Енедеровпа (Тăрăм) Сергей Соловьев (Кавал) хушшинче тупăшу çивĕч иртрĕ. Вĕсем пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Андрей Кузнецов (Патреккел) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Хĕрсен хушшинче Елизавета Чернова (Еремеева) (Патреккел), Мария Зайцева (Çĕнĕ Пăва), Вера Николаева (Ĕнел) палăрчĕç.

2004 çулта тата каярах çуралнă арçын ачасемпе хĕрачасенчен Тихон Пушков (Тỹскел), Алексей Александров (Кивĕ Эйпеç), Дмитрий Савуков (Аслă Елчĕк), Мария Хардова (Елчĕк), Мария Смирнова (Кавал), Дарья Петрова (Тỹскел) çĕнтерỹçĕсемпе призерсем пулса тăчĕç.

Кире пуканне эстафета мелĕпе йăтнине пăхса тăма кăсăклă пулчĕ. Д.Курчин, А.Кузнецов, С.Соловьев кире пуканне 3-шер минут йăтрĕç. Вĕсем чи нумай çĕклекенсем пулчĕç. А.Узюкин, В.Кириллов, Д.Енедеров - иккĕмĕш, А.Данилов, Н.Петров, Д.Миллин виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Волейбол площадкинче те ăмăрту каçченех пычĕ. Спорт тусĕсем Акатуй парнисемшĕн кăна мар, В.Г.Албутова асăнса йĕркеленĕ турнир кубокне çĕнсе илессишĕн те кĕрешрĕç. Шупашкарти Елчĕксен ентешлĕхĕн командине тивĕçрĕ вăл. "Янтиково" тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн командисем те призерсем пулса тăчĕç.

Тутар-пушкăрт мелĕпе кĕрешекенсем патĕнче куракансем яланах йышлă. Хальхинче те çаплах пулчĕ. 75 кг çитичченхи виçере Алексей, 75 кг йывăртарах виçере Владимир Петрушкинсем çĕнтерчĕç. Вĕсем Акатуйăн тĕп парнишĕн - такашăн кĕрешрĕç. Вăл Владимира тивĕçрĕ. Хăйсен виçисенче А.Афанасьев (Лаш Таяпа), Петр Петрушкин (Аслă Елчĕк), Андрей Перцев (Аслă Елчĕк), Сергей Титов (Кĕçĕн Таяпа) призерсен йышне кĕчĕç.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика