14 июня 2017 г.
Елчĕк район администрацийĕ халăх хуçалăхĕнче тăрăшакансен 2016 çулхи ĕçлĕ ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ, "Професси енĕпе чи лайăх ĕçчен" ята тата хаклă парне пама йышăннă:
- "Районти чи лайăх бригадир" - Анатолий Зинонович КУПРИЯНОВ, "Прогресс" АХОри 4-мĕш комплекслă бригадăн бригадирĕ;
- "Районти чи лайăх агроном" - Эльза Алексеевна ГЕРМАНОВА, "Труд" ЯХПКри агроном;
- "Районти чи лайăх механизатор" - Валерий Михайлович СЕРГЕЕВ, "2017 çулхи ака чемпионĕ", "Рассвет" ЯХПКри механизатор;
- "Районти чи лайăх тракторист" - Вячеслав Варсонофьевич ЛЬВОВ, "Эмметево" ОООри тракторист;
- "Районти чи лайăх водитель" - Алексей Валерьевич КОЛСАНОВ, "Прогресс" АХОри водитель;
- "Районти чи лайăх финансист" - Раиса Геннадиевна АВВИНА, "Клевер" ОООри тĕп бухгалтер;
- "Районти чи лайăх зоотехник" - Галина Валериевна КРАСНОВА, "Эмметево" ОООри тĕп зоотехник;
- "Районти чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакан" - Валентина Владимировна МИСЯКОВА, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри ĕне сăвакан оператор;
- "Районти чи лайăх фермер" - Юрий Алексеевич ТЕТМУКОВ, Таяпа Энтринчи хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи;
- "Чи лайăх ветеринари ĕçченĕ" - Раиса Григорьевна ЕФИМОВА, Кĕçĕн Таяпари ветеринари участокĕн заведующийĕ;
- "Районти чи лайăх строитель" - Александр Михайлович ПЕТРОВ, "ДПМК "Яльчикское" ОООри токарь;
- "Районти чи лайăх суту-илỹ ĕçченĕ" - Ирина Александровна УБАСЕВА, Елчĕкри "Родник" лавккари сутуçă;
- "Районти чи лайăх медицина ĕçченĕ" - Любовь Сергеевна МОЛОСТВОВА, Елчĕкри тĕп больницăри терапи уйрăмĕн заведующийĕ;
- "Районти чи лайăх культура ĕçченĕ" - Геннадий Арсентьевич БОРИСОВ, Патреккелти халăх хорĕн хормейстерĕ, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ;
- "Районти чи лайăх спортсмен" - Николай Алексеевич ПЕТРОВ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен;
- "Районти чи лайăх энергетик" - Сергей Николаевич ПЕРЕПЕЛКИН, Елчĕк районĕнчи электричество сетĕнче диспетчер пулса тăрăшакан;
- "Районти чи лайăх педагог" - Олег Николаевич ОСИПОВ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти физкультура учителĕ;
- "Районти чи лайăх повар" - Галина Геннадьевна МАЛОВА, Елчĕкри "Мечта" кафери повар;
- "Районти чи лайăх çыхăну ĕçченĕ" - Валентина Алексеевна ИШМУРАТОВА, Елчĕкри линипе техника сервисĕнче электроçыхăну инженерĕ пулса тăрăшакан;
- "Районти чи лайăх предприниматель" - Владимир Николаевич ЕРШОВ, Елчĕкри "Арсенал" лавкка хуçи;
- "Чи лайăх хушма хуçалăх" - Акчел ялĕнчи Олег Михайлович КЕДРОВ хушма хуçалăхĕ.