10 июня 2017 г.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, Раççей тата Чăваш Республикин кунĕсем пенси валеçмелли çĕртме уйăхĕнчи графика улшăнусем кĕртме хистеççĕ.
Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем пенсие çак графикпа валеçеççĕ:
çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче - çĕртме уйăхĕн 9 тата 10-мĕшĕсемшĕн;
çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче - çĕртме уйăхĕн 11 тата 12-мĕшĕсемшĕн;
çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче - çĕртме уйăхĕн 23 тата 24-мĕшĕсемшĕн.
Çĕртме уйăхĕн 12-15-мĕшĕсенче тỹлемелли пенси укçине Перекет банкне çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче куçараççĕ, малашнехи кунсемшĕн - графикпа.
Пенси тỹлемелли укçана Пенси фончĕ "Газпромбанка", "Совкомбанка" тата "Почта Банкне" çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче куçарать, ытти банка - çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче.
Тивĕçекен суммăна укçа пырса кĕнĕ хыççăнхи кунран кая юлмасăр пенсионерсен счетне хываççĕ.