10 июня 2017 г.
Шел пулин те, çул-йĕр çинче пулакан инкексен шучĕ çав-çавах пысăк-ха.
Çакна тĕрлĕ сăлтавпа ăнлантарма пулать: автомашинăсен шучĕ çулсерен хушăнса пыни, водительсен тата çуран çỹрекенсен çул çỹрес культура çукки, чылайăшĕ руль умĕнче хăйне çăмăлттай тытни, хăвăртлăх режимне е ытти йĕркене пăхăнманни, автомашина çине ỹсĕрле ларни тата ытти те.
Кăçалхи 5 уйăхра районта 8 авари пулнă, вĕсенче 12 çын аманнă. 30 водитель руль умне ỹсĕрле ларнă.
Пурнăç пирĕншĕн кашнийĕншĕн хаклă. Çавăнпа çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнар. Водительсемпе çуран çỹрекенсен пĕр-пĕрне яланах хисеплесчĕ: пĕрремĕшсен иккĕмĕшсене çул урлă чăрмавсăр ирттермеллине, çуран çỹрекенсен çулăн тепĕр енне палăртнă вырăнсенче анчах каçмаллине асра тытмалла.
П.ЛЬВОВ.
ГИБДД инспекторĕ.