Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хускатса кайнă

10 июня 2017 г.

Преступленисен ытларах пайне ỹсĕрле туни паллă. Елчĕк район сучĕ Кушкă ялĕнчи Николаева (хушаматне улăштарнă) хуçи ирĕк памасăр ют автомашина çине ларса хускатса кайнăшăн тата влаç представительне хирĕç тăнăшăн айăпларĕ.

Эрех ĕçнĕ хыççăн Николаев Кушкă ялĕнчи Пушкин урамĕнче ГИБДД сотрудникĕ пĕр ялти Борисов (хушаматне улăштарнă) водитель пирки административлă протокол çырнă вăхăтра полици ĕçченĕн автомашинин алăкне уçма тăнă. Ăна уçма ирĕк паманнине кура вăл Борисовăн автомашинине ларнă, хуçи çăра уççине салонра хăварнипе усă курса транспорт хатĕрне хускатса хăйĕн килĕ умне кайса лартнă. ГИБДД сотрудникĕ унăн саккунсăр хăтланăвне пỹлме тăрсан Николаев сотрудника хирĕç тăнă, чăмăрĕпе ăна сылтăм хулпуççийĕ тĕлĕнчен çапнă.

Елчĕк район сучĕ Николаева 1 çулталăк та 7 уйăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă. Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 73 статйин 1-3, 5 пайĕсемпе килĕшỹллĕн асăннă наказание 1 çулталăк та 6 уйăха тăсăлакан тĕрĕслев срокĕпе условнăй майпа (айăпçă тепĕр хут преступлени тумасса тата хăйне тивĕçлĕ тытасса шанса) улăштарма йышăннă. Çак тапхăрта Николаевăн Чăваш Республикин айăплава пурнăçлакан управленийĕн уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан Елчĕк районĕнчи инспекцине учета тăмалла, кунта уйăхра пĕр хут регистрациленме пымалла. Инспекци ĕçченĕсене пĕлтермесĕр пурăнакан тата ĕç вырăнĕсене улăштарма юрамасть. Айăплав срокĕ вĕçлениччен малтанхи наказани вăйра юлĕ. Г.ЧЕРНОВА, Елчĕк район сучĕн председателĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика