Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ватта сума сăвакан - хăй те ырлăх куракан"

10 июня 2017 г.

"Ватта сума сăвакан - хăй те ырлăх куракан"

Сывлăхпа çỹренĕ чухне этем хăйне ĕмĕрех çамрăк та пултаруллă пурăнас пек туять. Анчах та пурнăçăн хăйĕн йĕрки. Кĕске ĕмĕр хăвăрт иртсе каять, никамран та пăрăнса иртмен ватлăх çитсен çыннăн вăй-халĕ те, пултарулăхĕ те чакать, чир-чĕрĕ те çулăхсах тăрать.

Начар мар пурăнатпăр паян. Патшалăх халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатасси çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать, ку енĕпе çĕнĕрен те çĕнĕ программăсене ĕçе кĕртет. Пĕччен те хỹтлĕхсĕр юлнă пысăк нушаллă ватăсем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ - кашни хула-районтах вĕсем валли вăхăтлăх пурăнмалли çуртсем хута кайнă.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисем вăхăтлăх пурăнмалли çуртра паянхи кун 20 ватă хỹтлĕх тупнă. Çак шутран 11-шĕ - иккĕмĕш тата виççĕмĕш ушкăнри инвалидсем. Вĕсен кашнийĕн хăйĕн ăраскалĕ. Çамрăк чух ыррине çеç шанса чылайăшĕ ывăл-хĕр çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă пулсан та хăш-пĕрне шăпа ватлăхра пĕччен юлма пỹрнĕ. Çакăн евĕр кинемисемпе мучисене вăхăтлăх пурăнмалли çурта вырнаçтарнă хыççăн вĕсем малашлăха шанăçпа пăхма пуçлани сисĕнет. Пĕр шăпаллă тус-тантăшĕсемпе савăнăç-хуйхине пĕрле пайласа йăпаннă май шухăш-туйăмĕ те, кăмăл-сипечĕ те улшăнать.

Стационарта пурăнмалли условисем лайăхланса пыраççĕ. Çак тĕллевпех çулсерен пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем пурнăçлатпăр. Çуртăн иккĕмĕш хутĕнче пурăнни маларах хăйсем тĕллĕн йывăрпа çỹрекен сусăр ватăсене мунча кĕртес ĕçре пысăк йывăрлăх кăларса тăрататчĕ. Çакна шута илсе иртнĕ çул иккĕмĕш хутра мунча евĕр ăшă душевой кабина уçма пултартăмăр. Комсомольскинчи юсав участокĕн ĕçченĕсем çак ĕçе кĕске вăхăтрах пурнăçларĕç. Асăннă ĕçченсем пулăшнипе маларах пĕтĕмĕшле канализаци пăрăхĕсене улăштарнăччĕ, сивĕрен хỹтĕленсе картлашка хĕррисене пластик чỹречесем лартнăччĕ. Шыв пăрăхĕнчи пусăм вăйсăр пулни те пысăк чăрмав кỹретчĕ. Юсавçăсем шыв пусăмне ỹстермелли хатĕрсем вырнаçтарни çак çитменлĕхе пĕтерме май пачĕ. Ватăсем пурăнакан пỹлĕмсенче пысăк юсав ĕçĕсем ирттерни пỹлĕмсене хăтлăх кĕртрĕ.

Кăçалхи пысăк ĕçсенчен пĕри - япала çумалли тата типĕтмелли уйрăм пỹлĕм уçни.

Пирĕн пысăк та туслă çемьене пăхса тăрассишĕн А.Ефимова, А.Васильева, Т.Краснова, И.Кувшина социаллă ĕçченсем яваплă. Ватăсем кунне 4 хутчен апатланаççĕ, кашни эрнере мунча кĕреççĕ.

- Пире, вырăнпа выртакансене, пăхса тăма пĕрре те ансат мар. Ачăрсем евĕр пăхатăр. Тавах сире ырă чунăршăн, ăшă сăмахăрпа ырă йăл куллăршăн. Ĕмĕр-ĕмĕр пархатар курăр, - çапла тав тăваççĕ аслă ăрурисем куççуль витĕр.

Чăн та, пысăк та туслă пирĕн çемье. Кашнийĕн хăйĕн характерĕ, пултарулăхĕ, интересĕ. Иван Печков, Валентина Андреева, Алексей Кондратьев, Анатолий Лаптаков, Нина Афанасьева, Интизам Самарин çуллахи вăхăтра пахча ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнаççĕ, çỹп-çап пуçтараççĕ, хĕлле юр хыраççĕ. Пĕр-пĕрне хисеплесси те пысăк. Йывăртарах ватăсене те пулăшаççĕ вĕсем.

- Ĕçсĕр ларас килмест пирĕн. Ĕçсĕр вăхăт та иртмест, - теççĕ кăмăллăн.

Кинемисемпе мучисен пушă вăхăтне тĕрĕс йĕркелесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Вĕсене хаваслантарас тĕллевпе уйрăма Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, ялти шкул ачисем час-часах килсе çỹреççĕ, юрă-ташă парнелеççĕ. Сывлăха тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе физкультура хусканăвĕсем тумалли уйрăм пỹлĕм хута ятăмăр. Хаçат-журнал вулакансен йышĕ те пĕчĕк мар. Район хаçачĕпе "Елчĕк енпе" уйрăмах кăсăкланса паллашаççĕ ватăсем.

Юлашки çулсенче стационара йывăртан та йывăртараххисене илсе килме пуçларĕç. Вĕсене куллен медицина ĕçченĕсен тимлĕхĕ, пулăшăвĕ кирлĕ. Пысăк пулăшупа тивĕçтернĕшĕн Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн ĕçченĕсене чĕререн тав сăмахĕ калас килет.

Пулăшу аллине тăсакан ытти çынсене те - кашни кунах апат-çимĕç продукчĕсемпе вăхăтлă тивĕçтерекен Петр Дудкин уйрăм педпринимателе, çулсерен çĕрулми парса пулăшакан "АСК-Яльчики" агрофирма" пуçлăхне Юрий Галкина тата ыттисене пысăк тав. "Ватта сума сăвакан - хăй те ырлăх куракан", - çак сăмаха ватăсем ахальтен каламаççĕ.

А.ОСИПОВА,
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватăсемпе сусăрсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕн заведующийĕ.

Сăнỹкерчĕкре: социаллă ĕçченсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика