Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт хакĕ калаçтарать

07 июня 2017 г.

Сĕт хакĕ калаçтарать

Ĕне усраса ял халăхĕ мĕн ĕлĕкрен çемйине тăрантарнă. Ахальтен мар халăхра: "Ĕне - çур пуянлăх", - тесе калаççĕ пулĕ.

Ытлашши сĕте вара кил хуçи сутса пурнăçне йỹнĕçтерет. Юлашки вăхăтра хăш та пĕри хушма хуçалăхне аталантарас тĕллевпе икшер е виçшер ĕне те усрама пуçларĕ. Ĕне усрани тупăшлă пулнине çирĕплетет çакă. Ир тăма тата ĕçлеме анчах ỹркенмелле мар. Сăмахран, Патреккел ялнех илер. Иртнĕ çул ялта 32 пуç ĕне анчахчĕ, кăçал 52 пуç таран ỹснине пĕлтерет ял старости Владимир Скворцов. Темиçе ĕне усракансен йышĕнче Валерий Выйгетов, Александр Миллин, Сергей Марков, Александр Арбузов, Петр Скворцов тата ыттисем те. 52 ĕне пысăк ялшăн нумаях мар, паллах. Анчах та ял халăхне кĕтỹ çỹретме вырăн çукки пăшăрхантарать. Ахальтен мар пухусенче çак ыйтăва час-часах çĕклеççĕ выльăх тытакансем.

Çуллахи вăхăтра сĕт хакĕ палăрмаллах чакни, вăл лавккари пĕр литр шывран та йỹнĕрех тăни пурне те пăшăрхантарать, мĕншĕн тесен çакă чи малтанах çемье бюджетне пырса тивет. Вырăнта чылай чух тивĕçлĕ те тухăçлă ĕç тупма ансатах маррине кура чылай çемье выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерсе, ĕне усраса çемьене тытса тăрать, ачи-пăчине тумлантарать-тăрантарать, вĕрентет... Сĕт йỹнелсех тăнине, вăл хĕл каçма хатĕрлекен апат тăкакне те саплаштарайманнине кура маларах чылайăшĕ ĕнисене сутса янă тĕслĕхсем те пĕрре анчах мар пулчĕç.

Сĕт хакне çуллахи вăхăтра та пĕр шайрах тытса тăрас ыйтăва иртнĕ уйăхра Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисен йышне кĕртни те ахальтен пулмарĕ.

- Халăхран сĕт пуçтарас ĕçре йĕрке тумалла. Унăн хакне сăлтавсăр чакарма юрамасть. Çав вăхăтрах пахалăха ỹстерессипе те тимлемелле, санитари нормисене те çирĕп пăхăнмалла, - çапла пĕлтерчĕ ун чух Елчĕк районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă Чăваш Республикин ветеринарин тĕп инспекторĕ Сергей Скворцов.

Чылай чухне пуçтаракан сĕт пахалăхĕ нормăпа килĕшсе тăманнине хыпарлаççĕ халăхран сĕт пуçтаракансем.

- Сĕте шыв е шывпа пăтратнă типĕ сĕтĕн хутăшĕсене хушакансем те тĕл пулаççĕ. Çакă ветеринари специалисчĕсем ирсерен час-час тĕрĕслеве тухнă хыççăн палăрать. Çапла хăтланакансем те ялан пĕр çынсемех. Вĕсен йышĕ пысăках пулмасан та, таса мар пăру пĕтĕм кĕтĕве варалать тенĕ евĕр килсе тухать. Сĕтĕн пахалăхне эпир куçпа курсах палăртма хăнăхнă ĕнтĕ, - çапла пĕлтерет Елчĕк тата Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенчи халăхран сĕт пуçтаракан А.Гаврилов уйрăм предприниматель.

Çуллахи тапхăрта халăхран сĕт пуçтаракансенчен "шурă ылтăна" туянакан пысăк заводсем хака палăрмаллах чакарни те пăшăрхантарать предпринимателе:

- Ку чухне халăх хака эпир чакаратпăр тесе шухăшлани чăнлăхпа пĕр килмест.

Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствин кăтартăвне тĕпе хурсан, районта халăхран пуçтаракан 1 литр сĕтĕн хакĕ çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне 17 тенкĕпе танлашнă. Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов палăртнă тăрăх, халăх сĕтне вырăнти коллективлă хуçалăхсем пуçтаракан ял тăрăхĕсенче хак пысăкрах, сĕт пахалăхĕ те тивĕçтерет. Çакăн евĕр тĕслĕхсем Элĕк, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче пур. Малашне асăннă тĕслĕхе ытти районсенче те ĕçе кĕртес тĕллевлĕ ертỹçĕсем. Министр шухăшĕпе, сĕт пуçтаракан ятарлă кооперативсем йĕркелени те сĕт хакне тивĕçлĕ шайра тытса тăма май парĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: А.Гаврилов уйрăм предприниматель Патреккелĕнчи Маргарита Воронцовăран сĕт туяннă самант.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика