Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хỹтлĕхсĕррисемшĕн пысăк шанчăк

07 июня 2017 г.

Хỹтлĕхсĕррисемшĕн пысăк шанчăк

Тĕрлĕ сăлтава пула пĕччен юлнă ватăсемпе инвалидсене патшалăх тимлĕхсĕр хăвармасть.

Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем федерацин "Раççей Федерацийĕнчи граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтермелли никĕсĕ çинчен" саккунне, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн "Чăваш Республикинчи граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтересси çинчен" йышăнăвне тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул асăннă центра тĕрлĕ пулăшу ыйтса 193 çын пынă, кунтах 417 инвалидпа ачана пулăшас тĕллевпе уйрăм программăсем хатĕрленĕ. Центра паянхи кун нумаях пулмасть ертỹçĕ тилхепине алла илнĕ Евгения Михайлова тытса пырать. Тĕрлĕ яваплă должноçсенче ĕçлесе пысăк опыт пухнă хĕрарăм ĕçе пĕлсе тата ответлăха туйса пурнăçлать.

Центрсăр пуçне районта ватăсемпе сусăрсен вăхăтлăх пурăнмалли Лаш Таяпари тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи икĕ уйрăм ĕçлеççĕ. Вĕсен ертỹçисем те Лиана Князевăпа Антонина Осипова - пысăк стажлă тата опытлă работниксем. Уйрăмсенче хальхи вăхăтра 31 çын хỹтлĕх тупнă. Ватăсемпе инвалидсене пур енлĕ пулăшас тата вĕсен пурнăç условийĕсене кирлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе Алина Абдулкина, Елена Воронина, Ольга Игнатьева, Альбина Васильева, Антонина Ефимова, Татьяна Краснова, Ирина Кувшина ырми-канми тăрăшаççĕ. Ватлăхра пĕччен юлнăскерсем çак çутă тĕнчере хăйсене ыттисемпе тан туйччăр тесе чун-чĕре ăшшине хĕрхенмеççĕ вĕсем.

Икĕ уйрăмра та пурăнмалли условисем лайăх: пỹлĕмсенче илемлĕ те таса, хăтлă та ăшă. Ватăсем те яланах таса та тутă çỹреççĕ.

Центрти социаллă ĕçченсем пĕччен пурăнакан хỹтлĕхсĕр ватăсене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 101 гражданина тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ. Социаллă хăрушлăхри лару-тăрура тăракан ватăсемпе инвалидсене хăвăрт та вăхăтлă пулăшу паракан мобильлĕ пулăшу тĕсĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăмалла. Пулăшăвăн çак тĕсĕ 766 çынна пăхса-асăрхаса тăма май парать. Унпа усă курса кăçал пурĕ 5710 пулăшу панă.

Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ватăсене тата инвалидсене пулăшу парас ĕçре районти тĕрлĕ организаци-предприятипе (Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр, Елчĕкри Пенси фончĕн уйрăмĕ, ветерансен организацийĕсем) тачă çыхăнса ĕçлени тĕрлĕ ыйту-чăрмава татса парас ĕçе ансатлатать.

Тĕрлĕ категорине кĕрекен çемьесене, вĕсенче çитĕнекен ачасене хỹтлĕхпе тивĕçтересси те тĕп вырăнта. Паянхи кун тĕлне центрта социаллă хăрушлăхра тăракан 54 çемьене (çав шутран кăçал 2 çемьене) учета илнĕ, вĕсенче çула çитмен 104 ача çитĕнет. Çулсерен çемьесене тумтирпе е ытти кирлĕ хатĕрсемпе пулăшассине йăлана кĕртнĕ. Кăçал çакăн евĕр пулăшупа 13 çемьене тивĕçтернĕ. Çитĕнекен ăрăвăн çуллахи канăвне тĕрĕс йĕркелес енĕпе кăçал Елчĕк, Лаш Таяпа, Шăмалак шкулĕсен çумĕнчи лагерьсенче 80 ачана канма условисем туса панă, унсăр пуçне 60 ача республикăн хулисен çумĕнчи лагерьсенче канса сывлăхĕсене çирĕплетĕ.

Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ курăмлă. Çак тĕллевпех учрежденин официаллă сайтне йĕркеленĕ, массăллă информаци хатĕрĕсемпе те тачă çыхăнура.

Социаллă ĕçчен - професси анчах мар, чун туртăмĕ те. Вăл хỹтлĕх кĕтекенсене шанчăк тата тĕрев парать, чун-чĕре ăшшине парнелесе ватăсене малашлăхра хăйсене шанчăклăн туйма хавхалантарать. Умра - социаллă хỹтлĕхĕн хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсен професси уявĕ. Вăл пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшас ĕçе халалланă мĕнпур ырă чун-чĕреллĕ çынсен те пысăк уявĕ. Хисеплĕ ĕçре кашнинех çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, ырлăх, юрату тата телей сунар.

Е.ПЕТРОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика