03 июня 2017 г.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн эффективлăхĕ енĕпе Чăваш Ен федерацин 85 субъекчĕ хушшинче 5-мĕш вырăн йышăннă. Çакăн çинчен Питĕрти форумра "Сывлăх сыхлавĕн эффективлăхĕн виçĕ виçи" "çавра сĕтелте" пĕлтернĕ.
Мероприятире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эксперт пулса тухса калаçнă. Медицина обществисен пахалăх енĕпе ĕçлекен ассоциацийĕн правленийĕн председателĕ, Сывлăх сыхлавне йĕркелессин тата управленийĕн аслă шкулĕн ертỹçи Гузель Улумбекова палăртнă тăрăх, Раççей сывлăх сыхлавĕ умне лартнă тĕллев - 2025 çул тĕлне этем кун-çулĕн тăршшĕне 76 çула çитересси. Сывлăх сыхлавĕн виçĕ виçин - профилактикăн, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин, реабилитацин тата отрасле ертсе пырассин - çакна пăхăнмалла. Палăртнине пурнăçламашкăн медицина аталанăвĕн стратегийĕ çĕршывшăн тата "çул-йĕр" карттипе килĕшỹллĕн кашни регионшăн ĕçлемелле.