03 июня 2017 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 31 - çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче иртнĕ Пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумне хутшăннă. Сăмах май, асăннă форум - тĕнчери экономика тата бизнес уçлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пĕрремĕш хут ăна 1997 çулта йĕркеленĕ. 2006 çултанпа форума Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хутшăнать.
Михаил Игнатьев ПМЭФ площадкинче вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче "Монохуласем - бизнесшăн çĕнĕ майсем" сессине хутшăннă. Унта монохуласен инвестици илĕртỹлĕхне ỹстерессипе, предпринимательсен ĕç-хĕлне хавхаланатарассипе, бизнеса йĕркелесе пыма ăнăçлă условисем туса парассипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.
РФ Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Игорь Шувалов монохуласене аталантарас енĕпе управленецсен командисене вĕрентмелли программа пысăк усă панине палăртнă.
Паллă форум ĕçне Тулашри экономика банкĕн Председателĕн çумĕ Ирина Макиева, РФ Федераци Канашĕн пайташĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, федерацин ĕç тăвакан власть органĕсенче тăрăшакансем, тĕрлĕ корпораци аталанăвĕсен ертỹçисем, обществăлла организацисен представителĕсем, бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем хутшăннă.
Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш монохуласенче пурнăçлакан инвестици проекчĕсем тата пысăк технологиллĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени, экспорт потенциалĕ пирки каласа кăтартнă, çивĕч ыйтусене те палăртнă. Чăваш Енре пурĕ пилĕк монохула шутланать: Канашпа Сĕнтĕрвăрринче, Улатăрпа Çĕмĕрлере тата Çĕнĕ Шупашкарта. Раççей Федерацийĕн Правительствин 2010-2011 çулсенчи антикризис программипе килĕшỹллĕн федераци бюджетĕнчен Улатăр хули 566 миллион тенкĕ, Çĕнĕ Шупашкар хули 2350 миллион тенкĕ патшалăх пулăшăвне илнĕ.
Юлашки виçĕ çулта республикăн инвестици программипе килĕшỹллĕн Чăваш Енри 5 монохулари общество инфратытăмне аталантарма 3 миллиард тенке яхăн уйăрнă.
"Монохуласене аталантарассипе йышăннă программăна хутшăнни халăхăн пурнăç условийĕн шайне ỹстерме май парать. Пуçаруллă предпринимательсен çĕнĕ, паха проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма пулăшать. Çакă вара чи кирли тата пĕлтерĕшли", - тенĕ республика Пуçлăхĕ.