03 июня 2017 г.
Мускавра, Европа бизнесĕн Раççейри ассоциацийĕн çуртĕнче, Чăваш Республикине презентациленĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин Европа бизнесĕн ассоциацийĕн представителĕсемпе - Ассоциаци правленийĕн председателĕпе Томас Штерцельпа, генеральнăй директорĕпе Франк Шауффпа, ĕç тăвакан директорĕпе Руслан Кокаревпа, ROCA GROUPăн Раççейри директорĕпе Антонио Линареспа, регионти аталану директорĕпе Ольга Медина Да Силвапа тĕлпулу ирттернĕ, Чăваш Енре пурнăçламалли малашлăхлă проектсене сỹтсе явнă.
Томас Штерцель шухăшĕпе, республика Европăри çĕршывсем хушшинче хăйĕн инвестици илĕртỹлĕхне кăтартма пултарнă.
Франк Шауфф регионăн географи тĕлĕшĕнчи вырнаçăвĕ ăнăçлине палăртнă, Чăваш Ен шанчăклă та ĕçлĕ партнер пулнине çирĕплетнĕ.
Антонио Линарес та Чăваш Ене ырăпа асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Европа бизнесĕн ассоциацине республикăн инвестици хăватне кăтартмашкăн май туса тăнăшăн тав тунă, çамрăксене пурнăçра вырăн тупмашкăн тата тивĕçлĕ шалу илмешкĕн пысăк технологиллĕ производствăсем уçма тивĕçлĕ условисем йĕркелеме кирлине палăртнă. Регион ертỹçи инвестицисене ялхуçалăхĕпе унăн продукцине пахалăхлă тирпейлеме, электротехника кластерне тата хими промышленноçне аталантарма хывмаллине, ВЭБ пулăшнипе машиностроени кризисне парăнтарма тытăннине палăртнă.