03 июня 2017 г.
Районта "Частник" профилактика уйăхлăхĕ вĕçленчĕ. Мĕн палăрчĕ?
Уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче 272 трактор, 78 прицеп тата ытти техника хатĕрĕ, пурĕ 397 единица шутланса тăрать. Уйăхлăх вăхăтĕнче вĕсенчен 118-шне тĕрĕсленĕ. Хăшĕ-пĕри техника хатĕрне йĕркеллĕ тытса тăма тăрăшать. Шел, çав вăхăтрах йĕркене пăсакансем те пур-ха. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, икĕ çын техника хатĕрĕпе усă курнă чухне техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманни палăрнă. Çав çавах тракторсемпе прицепсене патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларманнисем те пур. Çавăн пекех техника хатĕрĕсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларман тĕслĕхсем те чылай. Уйрăм харпăрлăхри 250 тракторпа 125 прицепа çеç тĕрĕслев витĕр кăларнă. Çак ĕçе вăраха тăсса ярас марччĕ - кашни тракторпа прицеп тĕрĕслев витĕр тухмаллах.
"Частник" профилактика уйăхлăхĕнче çул çỹремелли, техника хăрушсăрлăхĕн, ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнманшăн, техника хатĕрĕпе механизатор удостоверенийĕсĕр усă курнăшăн, патшалăх енчен регистрацилеменшĕн 20 çын пирки протокол çырнă, административлă майпа 12 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Тепĕр хут аса илтересшĕн: техника хатĕрĕ çынна инкек ан кỹтĕр, яланах юсавлă пултăр, çавăнпа ăна патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармаллах.
А.СОЛОВЬЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертỹçи.
Сăнỹкерчĕкре: тĕрĕслев вăхăтĕнче.