Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн тивлечĕпе

03 июня 2017 г.

Амăшĕн тивлечĕпе

Елчĕкри Савиновсен ывăлĕпе хĕрĕ - Дмитрий тата Надежда предпринимательсем пулса тăнинчен, хăйсен малашлăхне суту-илỹ ĕçĕпе çыхăнтарнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук.

Çак ĕç вĕсен чун-чĕрине амăшĕнчен, Елена Николаевнăран куçнăн туйăнать. Чăннипех те çапла. Ульяновск хулинчи коопераци техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн чĕрĕк ĕмĕр ытла Елчĕкри райпо тытăмĕнче - тĕрлĕ участоксенче товароведра тата ытти должноçсенче вăй хунă, ĕçри пултарулăхне кура райпо председателĕн суту-илỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ таран ỹсме пултарнă, пархатарлă ĕçĕшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, Чăвашпотребсоюзăн "Потребкопераци тытăмĕнче ăнăçлă ĕçленĕшĕн", "Совет потребитель кооперативĕн отличникĕ" кăкăр çине çакмалли паллăсене илме тивĕçлĕ пулнă Елена Савиновăна районта пĕлмен, палламан çын та сахал. Пуçĕнче - ăс, аллинче ĕç вĕресе тăракан тивĕçлĕ канури çак хĕрарăма килте алă усса ларнине кураймăн та. Халĕ те вăл ачисен кулленхи ĕçĕпе пурăнать, хăй мĕн пĕлнине, пултарнине пĕтĕмпех вĕсене пама тăрăшать. Пурнăç пăрăнăçĕнче, укçа-тенкĕпе çыхăннă суту-илỹ ĕçĕнче тĕл пулма пултаракан пăтăрмахсемпе йывăрлăхсем çинчен каласа кăтартать. Сăмах хушма ỹркенсе тăман, уçă кăмăллă Надежда хĕрĕ кашни кунхи ĕçе йĕркелесе пырассинче амăшĕ хăйне нумай ăс парса пулăшнине палăртать. Мал ĕмĕтпе пурăнма, çынсемпе ырă та тарават-кăмăллă пулма хавхалантараканĕ те амăшĕ.

Ĕç пирки сăмах пуçарсан вара тепĕр чухне амăшĕпе ачисем хушшинчи калаçу хĕрсех çитет пулин те аслин сăмахĕ тĕрĕсси çирĕпленет. Çакна шута илсе ачисем амăшĕн сăмахне яланах шута илме, ăса хывма тăрăшаççĕ. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех çын хушшинче пулма, общество ĕçĕпе унăн пурнăçĕнче малти пулма хăнăхнă Елена Николаевна ку енĕпе халĕ те хастар. Вăл Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен "Туслăх" хорне хаваспах юрлама çỹрет. Сăмах май, Чулхула облаçĕнче пулса иртнĕ фестивальтен çĕнтерỹпе таврăннă хор коллективĕн кĕр мăнтăрĕпе Мускавра иртекен Пĕтĕм Раççейри хор фестивальне хутшăнма хатĕрленмелле. Çавна май канăçлă пурăнма хăнăхман хĕрарăмăн халĕ пушă вăхăчĕ çукпа пĕрех.

...Епле çын пулса çитĕнесси ачаран паллă тени тĕрĕсех. Ялти ятлă-сумлă мăшăр - Елена Николаевнăпа Валерий Васильевич та (кил хуçи районти çĕр йĕркелỹ тата çĕр хутшăнăвĕсен комитетĕнче нумай çул ĕçленĕ) хăйсем пурнăç парнеленĕ виçĕ ачине (асли - Сергей, вăталăххи - Дмитрий, чи кĕçĕнни - Надежда) мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Çемье çав çулсенче нумай хваттерлĕ çуртра пурăннă пулин те ĕне тытнă. Çавăнпа Савиновсен ачисен кашнийĕн тивĕçĕ пулнă. Ашшĕпе амăшĕ яра куна ĕçре ирттернĕ вăхăтра арçын ачасем выльăх пăхнă, хĕрпĕрчийĕ кил-тĕрĕше тирпей-илем кỹнĕ, апат пĕçернĕ. Елена Николаевна ачисем кашни кун тумалли ĕçсене палăртса çирĕп расписани çырса хатĕрленине аса илет. Ывăлĕсемпе хĕрĕ хушнă ĕçе пурнăçламаннине, кутăнлашнине, итлеменнине - усăсăр урам тăрăх йытă хăваласа чупнине вăл вара астумасть. Вĕренме те ытти ачасенчен япăх вĕренмен. Виççĕшĕ те аслă пĕлỹ илнĕ, çын хистенипе мар, хăйсен ирĕкĕпе пĕр евĕрлĕрех - пурнăçра питех те кирлĕ экономикăпа финанс ыйтăвĕсемпе çыхăннă специальноçсене суйласа илнĕ. Хальхи вăхăтра Сергей шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшать. Дмитрий, мĕн ачаран çирĕп шухăш-кăмăллă, теветкеллĕ пулнипе палăрса тăраканскер, Шупашкарта пурăнать. Темиçе çултанпа пысăк предприятире суту-илỹ представителĕ пулса вăй хурать. Хăйĕн ĕçне пĕлсе тата юратса пурнăçлаканскер, йăмăкне те предприниматель ĕçне хăюллăн пуçăнма хистенĕ. Надежда вара хăраса, шикленсе тăракан йышши мар - бизнеса та ăнăçлăн йĕркелесе пырать. Вăл пултаруллă пулнине пурте кураççĕ. Район центрĕнчи Юбилей урамĕнче унчченхи ясли-сад пулнă çурта харпăрлăха илсе унта таварсене курттăм сутмалли склад-лавкка, Лаш Таяпара куллен кирлĕ таварсем сутакан "Планета", Яманчỹрел ялĕнче "Яманчурино" лавккасем уçнă. Елчĕкри Ырсамай тăрăхĕнче Юрий Лукинăн "Юман" лавккине арендăна илсе суту-илỹ ĕçне паянхи кун тата тавар туянакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтермелле пурнăçласа пырать. Тавар туянма пыракансем Надежда Савинова уйрăм предпринимателĕн лавккисенче хаксем те тивĕçтермелле пулнине палăртса каланине темиçе хутчен илтме тỹр килнĕ.

...Хальхи вăхăтра район хаçатне - "Елчĕк ене" альтернативлă майпа çырăнса илекен Ырсамай тăрăхĕнчи çынсене Савиновсем ăна "Юман" лавккаран парса тăма хирĕç пулманнине кунта пурăнакансем савăнсах йышăнчĕç. Ахаль пулсан вĕсен ăна МФЦна е редакцие ятарласа пырса илмелле-çке, ку чухне вара "Елчĕк ен" тусĕсен ăна эрнере икĕ кун - юнкунпа шăматкун юнашарах вырнаçнă "Юман" лавккаран илсе тăма май пур.

Хаçат редакцийĕн коллективĕ амăшĕпе хĕрне вĕсен кăмăлĕшĕн, район хаçатне халăх хушшинче сарас ĕçе хутшăнма хирĕçлеменшĕн чĕререн тав тăвать, палăртнă, ĕмĕтленнĕ ĕçсене пурнăçлассинче ăнăçусем сунать.

Светлана АРХИПОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Надежда Савинова предприниматель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика