Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăюллисем нихăçан та парăнмаççĕ

03 июня 2017 г.

Хăюллисем нихăçан та парăнмаççĕ

Вулакансенчен чылайăшĕ Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕнче (ГСВГ) хĕсметре пулнисен районти пĕрлешĕвĕн ĕçĕ çинчен лайăх пĕлет. Вĕсем çамрăксен чĕринче патриотизм туйăмĕ вăратас тата çирĕплетес енĕпе нумай вăй хураççĕ. Хăйсем тăрăшнипе тата çине тăнипе Елчĕкре кĕске вăхăтрах ятарлă стела çĕклесе лартрĕç. Кăçалах пĕрле службăра пулнисем çинчен ятарлă кĕнеке кăларма тĕллев лартнă. Паян эпир Германире тĕрлĕ вăхăтра пĕр килтен тăватă ывăлтан виççĕшĕ службăра пулнă паллă çемье - Тỹскелĕнчи Петровсем çинчен çырнă материалăн кĕскетнĕ варианчĕпе паллаштаратпăр. Вăл асаилỹсем çыракан салтаксемпе офицерсене хăйсем çинчен туллинрех те витĕмлĕрех çырма хистет пулĕ тетпĕр.

Николай Сергеевич, çемье пуçĕ

Çирĕмри Коля, Елчĕкри вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕскер, 1939 çулта Канашри медицина училищинчи трахомăна хирĕç кĕрешекен ятарлă курсĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухать. "Тинех трахомăна хирĕç чăн-чăн кĕрешĕве хутшăнатăп", - хавхаланать тахçанах куç чирĕпе асапланакансене пулăшма тата лайăх куракан тума тĕв тытнăскер. Анчах шăпа пачах урăхла килсе тухать. Ăна çийĕнчех Совет Çарне илеççĕ. Анлă тавракурăмлă йĕкĕте тỹрех сержантсем хатĕрлекен курса яраççĕ, ун хыççăн отделени командирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Пĕр кĕтмен çĕртен Фашистла Германи Тăван çĕршыв çине тапăнса кĕрсен вĕсен чаçĕ, чи малтисемпе пĕрле, ирсĕр фашистсене хирĕç çапăçăва кĕрет.

"Эпир халĕ малти линире, - тесе пĕлтерет вăл килне çырнă çырăвĕсенчен пĕринче. - Тăшман вăйлă хирĕç тăрать пулин те, пирĕн салтаксем паттăррăн çапăçаççĕ, тăшман тытса илнĕ ял-хуласене пĕрин хыççăн теприне ирĕке кăлараççĕ. Чăн та, хамăр енчен те çухатусем çук мар..."

- Ара, мĕншĕн-ха хăй пирки нимĕнех те çырман, - канăçсăрланаççĕ ашшĕпе амăшĕ, виçкĕтеслĕ çырăва темиçе хут вуласан та лăпланаймасăр.

Хуравĕ вара тепĕр тăватă уйăхран çеç, çамрăк командирăн черетлĕ çырăвĕнче уçăмланать. "Каçарăр, тăванăмсем, эпĕ сире иртнинче хам сулахай хулран аманни тата госпитале лекни пирки пĕлтерсе хуйхăртас темерĕм. Тинех сывалса çитрĕм темелле. Халĕ Орловски дивизин Белосток стрелковăй полкĕнче çĕршывăн никама пăхăнмалăхне хỹтĕлесе хăварассишĕн çапăçатпăр..."

- Ун хыççăн атте час-часах çырма пуçларĕ, - аса илет аслă ывăлĕ Валерий, Шалти ĕçсен министерствин пенсионерĕ, отставкăри майор. - Шел пулин те, çав çырусем те, аттен хăш-пĕр наградисем те сыхланса юлман.

- Тен, çавăнпах Николай Сергеевич ячĕ район энциклопедине лекеймен...

- Çавна пулах паян унăн паттăрлăхĕ çинчен тĕрлĕ архивсенче шырама тивет. Акă, "Халăх паттăрлăхĕ" электрон банкĕнчен илнĕ хăш-пĕр кăтартусем. Вăл çапăçнă полк командирĕн пĕлтерĕвĕнче çапла çырни пур: "Эльба юханшывĕ таврашĕнче 1945 çулхи майăн 5-7-мĕшĕсенчи хаяр çапăçусенче... Петров Н.С. хĕрлĕармеец, тăшманăн çирĕп хỹтĕлевĕ (заграждени тенĕ документра) урлă иртсе, вĕсем маларах тытса илнĕ Парей ялĕнче вунă гитлеровеца тĕп тунă, пиллĕкĕшне тыткăна илнĕ". 2711413 номерлĕ документра вара ăна III степень Мухтав орденĕпе наградăлани çинчен пĕлтернĕ. Ытти шырав хучĕсем тăрăх, атте çавăн пекех "Хăюлăхшăн" "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн", "1941-1945 çулсенчи Аслă Аттелĕх вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе ытти наградăсене те тивĕçнĕ.

1944 çулта уйрăм взвод командирĕн пулăшаканĕ таран ỹснĕ Николай Петров çинчен çар хаçачĕсенче те çырнă. Вĕсенчен пĕринче Çĕнтерỹччен икĕ кун маларах вăл тăшманăн тепĕр çичĕ салтакне тĕп туни çинчен хыпарланă.

Анчах нимрен те хăрама пĕлмен çамрăк командир юлашки çапăçура хăй те йывăр аманать. Унăн чылай вăхăт госпитальте сипленмелле пулать. Çавна май ăна çемйипе ял-йыш 1946 çул пуçламăшĕнче кăна кĕтсе илеççĕ. Çичĕ çула яхăн салтак аттине хывман паттăр яла таврăнсан Чулхулари бухгалтерсем хатĕрлекен вĕренỹ центрĕн Шупашкарти уйрăмĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухать, нумай çул потребительсен кооперативĕн системинче тăрăшать. Вăл активлă хутшăннипе çĕкленнĕ Елчĕкри универмаг (халĕ уйрăм çыннăн суту-илỹ центрĕ) тата автозаправка станцийĕн пулăшăвĕпе халăх паян та анлă усă курать.

"Йышлă салтаксемпе офицерсен тата ахаль çынсен юнĕпе çĕнсе илнĕ тăнăç пурнăçа куç шăрçи пек сыхласчĕ, - аса илтеретчĕ пире час-часах атте, ытларах Белорусси фрончĕн чаçĕсенче çапăçнăскер, - çирĕплетеççĕ Николай Сергеевичпа унăн мăшăрĕ Ксения Никоноровна çуратса çитĕнтернĕ ăмăрткайăк пек ывăлĕсем. - Пурсăр та хăюллă салтаксем пулăр, çар службине чыслă та сумлă Германири çарсен ушкăнне лексе аçăр çапăçнă вырăнсенче пулса курма тăрăшăр..."

Ашшĕ пехилĕпе

- Пирĕн чĕресем атте халалĕпе хушу-сăмахĕсене тупа вырăнне йышăнчĕç, - теççĕ час-часах Петровсен хальхи ăрăвĕнчен. Чăннипех çапла пулĕ çав. Вĕсем пурте хăюллă та паттăр ашшĕнех хывнă, унăн пархатарлă пурнăç çулĕпе хавхаланса çар ретне тăнă, хĕсметре чи хăюллисемпе пуçаруллисен йышĕнче пулнă. Виçĕ ывăлĕ Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕнче службăра тăрса, ашшĕ тăшмана хирĕç куçа-куçăн çапăçнă вырăнсенче салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă.

АСЛИ, ВАЛЕРИЙ, Канашри ДОСААФ шкулĕнче водитель правине илнĕскер, районти çар комиссариачĕн йышăну комиссийĕнче хăюллăнах хăйне ГСВГна яма ыйтнă. Малтан спорт ротинче, Фюстенберг хулинче пулнă. Тепĕр çур çултан Перлебера куçарнă. Унтан ăна, кирек мĕнле машинăна та лайăх пĕлекенскере, автотранспорт службин начальникне Степанов майора турттарма çирĕплетнĕ. Тĕрĕс тунă та командовани!

Черетлĕ çар вĕренĕвĕ вăхăтĕнче "тăшмана парăнтарса" Эльба урлă каçма приказ килет. "Асра тыт, Петров, кĕрешỹ питĕ çивĕч пулать!" - асăрхаттарать ăна майор.

- Эпĕ темле йывăрлăха та тỹсме хатĕр! - чыс парать салтак. - Çитменнине манăн атте те вăрçăра çак юханшыва тăшманран тасатассишĕн пынă çапăçăва хутшăннă...

...Çар вĕренĕвĕ пысăк хĕрỹлĕхпе пырать. Пăрпа витĕннĕ шыв урлă малтан йывăр техника - танксем, бронетранспортерсем, артиллери каçать. Кĕçех салтаксем ларнă автомашинăсене черет çитет... Шăпах çак вăхăталла Эльба çинче шыв кỹлленчĕкĕсем курăнма пуçлаççĕ. Йывăр техника тăтăш куçнăран пăр хăй тĕллĕнех ирĕлме пуçланă-мĕн. Анчах пĕрин хыççăн тепри çирĕпрех команда килсех тăрать, Çав вăхăтрах пăр шатăртатса çурăлать те ГАЗ-69 тăрри таран тенĕ пекех шыва путса анать. Майор водителе çийĕнчех машинăран тухма хушать. Хăй пăр çине вирхĕнсе тухать. Анчах водителе автомачĕ таçта çакланни кăштах чăрмав кỹрет. Çавна пула вăл кăкăр таран шыва тухса ỹкет. Ăна пăр çине салтаксем туртса кăлараççĕ.

Служба вĕçленес умĕн Валерий хăйсен чаçĕнчи салтаксен хушшинче чăвашла калаçнине илтет.

- Эсир ăçтан? - ыйтмасăр тỹсеймест çавсенчен.

- Чăваш Республикинчен, - хуравлаççĕ лешсем. Эпĕ - Вăрăмхăваран, Щербаков Василий. Тепри - Патăрьел районĕнчен Сулагаев Гера, виççĕмĕшĕ Патреккелĕнчен, Доброхотов Александр...

- Çапла, пурнăçра тем те куратăн, - калаçăва тăсать Валерий Николаевич. - Пĕррехинче пире, пĕр кĕтмен çĕртен, Казахстана куçарса килчĕç. Анчах çыру çырма тăхтама хушрĕç. Çапла çур çул иртрĕ. Киле таврăнтăмăр та... Атте-анне куççульпе кĕтсе илчĕ. Вĕсем пире шырава парсан та хыпар илеймен иккен.

- Гражданкăра йĕркеллех пулчĕ пулĕ?

- Малтан "Прогресс" колхозра водительте ĕçлерĕм. Кĕçех, комсомол райкомĕ сĕннипе, шалти ĕçсен уйрăмне йыхравларĕç. Çирĕм çул ытла службăра пултăм унта: водитель, автоинспекци начальникĕ, пай пуçлăхне пулăшакан... Паспорт сĕтелĕн ертỹçи пулнă çулсенче куçăмсăр майпа вĕренсе юридика пĕлĕвĕ илме те ĕлкĕртĕм.

- Лăпкă канура пулĕ ĕнтĕ халь?

- Çук. Пенсие тухнăранпа вуниккĕмĕш çул ĕнтĕ Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи "Хурал" филиалĕн аслă контролерĕнче тăрăшатăп.

- Яваплăх пысăк ĕнтĕ, паллах.

- Тимлĕх, пысăк тимлĕх ытларах кирлĕ. Ара, пĕррехинче, калаçăвĕ тăрăх украинка пулчĕ пулас, клиентсене йышăнакан залри сĕтел çине алра тытса çỹрекен сумкине мантарса хăварнă. Сехете яхăн иртсен тин каялла килчĕ йĕрсе. Сумкине тавăрса парсан ăшшăн тав турĕ те ума 50 доллар кăларса хучĕ. "Ку - сире. Таса кăмăлшăн", - тет кăмăлтан тав туса. Аран-аран каялла хăйне тыттартăм вĕт. "Ырă ырăпа таврăнать", - тесе ỹкĕтлесе.

ВОЛОДЯ та, тетĕшĕ пекех, шкулта вĕреннĕ чухнех физкультурăпа спорта тата çар ĕçне кăмăлтан алла илнĕ. Ăна, çамрăклах спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе пысăк çитĕнỹсем тунăскере, Германире тỹрех спорт ротине илеççĕ. Çакă ялта чухнех республика команди йышĕнче Раççей шайĕнчи ăмăртусенче лайăх кăтартусем тунă каччăна хăйĕн пултарулăхне малалла туптама та, ротăри спортсменсене сывлăхлă та тĕреклĕ пулмашкăн, тĕрлĕ йывăрлăхсене хăюллăн парăнтармашкăн хăнăхтарма хистесех тăнă. Унăн тỹсĕмлĕхпе чăтăмлăхĕ тата сисĕмлĕхĕ вăйлине кура часах ăна разведротăна куçараççĕ.

Хăйне груз турттаракан машина уйăрса панă тата экипаж командирне çирĕплетнĕ хыççăн Володьăн хавхаланăвĕ татах ỹсет. Чаç Магдебург çывăхĕнче тăнă пулсан та час-часах çĕр-çĕр çухрăма куçса çỹреме хăнăхнă. Çакă командира та, экипажа та яланах кирек мĕнле хăрушлăха та хăюллăн сирсе яма хатĕр пулма хăнăхтарать. Службăри ăсталăхĕпе пултарулăхне кура ĕнтĕ Володьăна çар службин срокĕ вĕçленсенех прапорщиксен курсне вĕренме яраççĕ.

"Çакă мана служба хыççăн çăмăллăнах ĕçе вырнаçма май пачĕ, - каласа парать Владимир Николаевич. - "Сельхозтехникăн" районти пĕрлешĕвĕн ун чухнехи директорĕ Степан Лавров мана часах склад заведующине вырнаçтарнипе пĕрлех столяр мастерскойĕн ĕçĕсене те йĕркелесе пыма шанчĕ. Туслă коллектив хавхаланăвĕ пĕр вăхăтрах ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатма та, спорт юхăмне вăйлатма та май пани савăнтаратчĕ. Питĕ шел, пысăк реформăсен пуçамăшĕнчи хăш-пĕр йăнăшсем предприятие панкрута тухасси патнех илсе çитерчĕç. Юрать-ха, эпĕ чыслă-сумлă ĕç пенсине тухса ĕлкĕртĕм. Анчах каярахпа инвалид пулса тăни нумай йывăрлăхсем кăларса тăратать. Мухтав Турра, çарта туптаннă çирĕплĕх тата мăшăрпа икĕ ывăлпа кинсен, мăнуксен пулăшăвĕ çирĕплĕх кỹрет.

ЮРИЙ НИКОЛАЕВИЧА тăтăшах Елчĕкри физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Улăп" комплексра куратпăр. Унта, халăхра "сывлăх центрĕ" тесе ят панăскерте, çын яланах йышлă. Вĕсенчен ытларахăшĕ бассейна шыва кĕме çỹрет. Шкул ачисене ушкăн-ушкăнăн тĕрлĕ ялтан автобус турттарать. Райцентрти аслăрах çынсем мăнукĕсене ишме вĕренме илсе пыраççĕ. Анатолий Молоствов тухтăр ертсе пыракан "Сывлăх" ушкăнĕ вара эрнере икĕ хутчен шывра ишнисĕр пуçне саунăра хĕртĕнет, волейболла выляса киленет, куллен тухăçлă ĕçлеме вăй-халпа çĕкленỹллĕ туйăм пухать.

- Вĕсемпе Юрий Петров инструктор тĕрлĕ занятисем ирттерме е хăйĕн тренер канашĕсемпе пулăшма ĕлкĕрет, - палăртать сывлăх комплексĕн директорĕ Роберт Григорьев.

Маларах Юра та, икĕ тетĕшĕ пекех, Германире службăра тăнă. Вăл юлташĕсене физкультурăпа спортра пысăк çитĕнỹсем тума пулăшнă. Хăйне БМП (пехотăн çар машини) командирне лартсан та, взвод командирне çирĕплетсен те спортран самантлăха та уйрăлман.

Малтанах "Правда" колхозăн спорт йĕркелỹçи пулнăскере çартан таврăнсан "Прогресс" колхозри комсомол комитетне ертсе пыма шанаççĕ.

Хуçалăхи çамрăксем унччен те пуçарулăх енĕпе ыттисенчен ỹксе юлман.. Анчах çĕнĕ секретарь яшсемпе хĕрсене тата курăмлăрах ĕçсем тума хавхалантарнă. Колхоз командисем спортăн тĕрлĕ тĕсĕсенче пысăк çитĕнỹсем тунă. Кĕçех Тỹскел ялĕнче Патреккелĕнчи паллă хорпа тупăшакан "Шуçăм" фольклор коллективĕ йĕркеленет. Музыкăна чунтан юратакан Юрий Чернов пуçарăвĕпе вăл халĕ те, çĕнĕрен чĕрĕлсе, халăха хăйĕн концерчĕсемпе савăнтарать.

Юрий Николаевичăн пĕр вăхăт Кивĕ Эйпеçре шкулта физкультура предметне вĕрентме те тỹр килнĕ. Унта вăл спорта юратакансен, разрядниксен пысăк ушкăнне хатĕрленĕ. "Вĕсен йышĕнче çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă спорт мастерĕ Александр Васильев та пур. Яланах пур енĕпе те активлăх кăтартнă Виталий Рыбкин (шел, питĕ çамрăкла çĕре кĕчĕ) мана тăтăш пулăшни те куç умĕнчен каймасть, - кăмăллăн палăртать вăл. - Халăхпа пĕрле, алла-аллăн тунă ырă ĕçсем (çарта-и вăл, производствăра-и е спорт площадкисенче) ĕмĕрех асра, - хушса хурать сăпайлăн. - Çамрăк ăру вĕсене асра тытни, "Прогресс" колхоз (халĕ акционерсен обществи) ĕçченĕсемпе вĕсен ывăл-хĕрĕсем ырă йăласене малалла тăсни кăмăла çĕклет. Вĕсен çитĕнĕвĕсенче пирĕн пĕчĕк тỹпе те пур тесе хавхаланатăп вара".

Анатолий ТИМОФЕЕВ.

Сăнỹкерчĕкре: Ывăлĕсем - Юрий, Валерий, Владимир Петровсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика