27 мая 2017 г.
Йыш ỹсет
Хальхи вăхăтра Елчĕк районĕнче 577 пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕ шутланать.
Çав шутран 101-шĕ - пĕчĕк тата вăтам предприятисем тата 476 уйрăм предприниматель. Кăçалхи 3 уйăхра анчах 36 çын предприниматель ĕçне пикеннĕ. Вĕсен çак тапхăрти экономикăри ĕç-хĕлне тишкерес пулсан, предпринимательсен чи пысăк пайĕ - 33 проценчĕ суту-илỹпе обществăлла апатланура, 28 проценчĕ ялхуçалăхĕнче, 23 проценчĕ ĕçлесе хатĕрлекен производствăра тăрăшать. Предпринимательсен 10 проценчĕ йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе, тепĕр 6 проценчĕ строительство ĕçĕсене пурнăçлассипе тимлени çирĕпленет.
Юбилейне паллă тунă
Вăрăмхăва ялĕнче пурăнакан Зоя Емельянова çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă тунă.
Сумлă юбилей ячĕпе саламлама тыл ĕçченĕн килне çывăх тăванĕсем пуçтарăннă. Кинемее çавăн пекех Лаш Таяпа ял тăрăхĕн специалисчĕсем, ялти культура çурчĕ çумĕнчи "Илемпи" клуб членĕсем саламланă, ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх суннă, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ячĕпе килнĕ çырăва парса чысланă.
Патреккел хĕрĕ - икĕ бронза хуçи
Польшăри Катовице хулинче армрестлинг енĕпе Европа чемпионачĕ тата первенстви иртнĕ.
34 çĕршыври 900 спортсмена пуçтарнă ăмăртăва Чăваш Енĕн 8 спортсменĕ хутшăннă. Вĕсенчен пĕри - Патреккелте çуралса ỹснĕ, халĕ Саратоври патшалăх юридика академийĕнче вĕренекен Анна Гаврилова. Чăваш спортсменĕсем выляса илнĕ 11 медальтен иккĕшĕ - Патреккел хĕрĕн. Призерсен йышне кĕнĕ ятпа ăшшăн саламланă май Аннăна пурнăçра, спортра малашне тата та пысăк çитĕнỹсем сунатпăр.
Славянсен культурипе паллашнă
Славян çырулăхĕн кунне халалласа Аслă Елчĕк шкулĕнче пысăк уяв иртнĕ.
Вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен Зинаида Обручкова ертсе пынипе тĕрлĕ классенче вĕренекенсем хатĕрленĕ сценкăсем, былинăсемпе сăвăсем, ташă-юрă уява хутшăннисене X-XII ĕмĕрсене илсе çитернĕ. Вĕсем славянсен культурипе тата йăли-йĕркипе, вырăс азбукин авторĕсен - Кирилпа Мефодин пурнăçĕпе пултарулăхĕпе, авалхи кĕнекесемпе паллашнă.
Эмелпе те, сăмахпа та, пултарулăхпа та...
Медицина ĕçченĕсем халăха эмелпе тата ăшă сăмахпа сыватнисĕр пуçне хăйсен чун-чĕрисенчен шăранса тухакан пултарулăхĕпе те сиплеççĕ.
Çакна çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче медицина ĕçченĕсем хушшинче "Алло, эпир талантсене шыратпăр" ятпа йĕркеленнĕ республика шайĕнчи юрă-ташăсен тата куравсен зонăри конкурсĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ. Елчĕк, Йĕпреç, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенчи больницăсенче тăрăшакан шурă халатлă ĕçченсем хутшăннă унта. Çĕленĕ, тĕрлĕ мелпе тĕрленĕ тата çыхнă, ỹкернĕ, тĕрлĕрен материалтан ăсталанă илемлĕ алă ĕçĕсен, сăнỹкерчĕксен пуххисен конкурсĕнче пирĕн районти О.Изратова, Л.Мохова, А.Ястребова, Н.Михайловская, Л.Фомкина, И.Горшкова, П.Петрушкина палăрнă.
В.Чернова куракансене инди халăх ташшипе, Н.Афанасьева "Белые панамки" сăвва чуна витермелле каласа пама пултарнипе тĕлĕнтернĕ. Елчĕкри тĕп больницăн коллективĕ вара "Хăйне евĕрлĕ жанр" номинацинче çĕнтернĕ.