27 мая 2017 г.
Çу уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсене çумкурăкран 270 гектар лаптăкра, хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешсе 270 гектар çинче им-çам сапнă.
Пĕтĕмпе 5224 гектар (100 процент) пĕр çул ỹсекен курăксем, 891 гектар (97 процент) кукуруза, 1713 гектар (89 процент) нумай çул ỹсекен курăксем акнă, 584 гектар (92 процент) çĕрулми лартнă.