Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕре юратни шанчăк хушать

27 мая 2017 г.

Çĕре юратни шанчăк хушать

Çĕре юратса, кăмăлтан тăрăшать 7-мĕш çул хресчен (фермер) хуçалăхне ертсе пыракан Таяпа Энтри ялĕнчи Юрий Тетмуков. 289 гектар çĕр лаптăкĕ çинче вăл тĕш тырă, çĕрулми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтерет. Хуçалăхри пур ĕçе те çемье вăйĕпе пурнăçлаççĕ Тетмуковсем. Маларах хуçалăха Алина мăшăрĕпе тата çывăх çынсемпе ертсе пынă пулсан, халĕ Юрий Алексеевичăн тĕп пулăшаканĕ - аслă ывăлĕ Алексей. Шкултан вĕренсе тухсан вăл Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнче тăватă çул вĕренсе автомеханик профессине алла илчĕ. Хуçалăхра çак профессине вĕреннĕ çын пĕрре те ытлашши мар. 3 трактора тата 2 комбайна, ытти агрегатсене вăхăтлă юсаса-пăхса тăмалла. Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче пĕлỹ илекен Андрей те каникул вăхăтĕнче тăван яла васкать. Хуçалăхра унăн алли те кирлине лайăх ăнланать вăл. Ĕçе аслисем хистенипе мар, чун-чĕре ыйтнипе пурнăçлаççĕ вĕсем.

Тетмуковсем çĕр ĕçĕпе ĕçленисĕр пуçне килти хушма хуçалăха та ăнăçлă аталантараççĕ. Сăвăнакан ĕнесем, вăкăрсем, хур-кăвакал, чăх-чĕп йышлă вĕсен. Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта тĕп бухгалтерта тăрăшакан Алина Николаевнан кулленех ирхине те, каçхине те кил-çуртра, хушма хуçалăхра ĕçлемелли, тирпейлемелли пайтах.

- Кил-тĕрĕшри ĕç ытларах анне çинче. Кунĕпех кухньăра, килкартинче тăрмашать вăл: çемьене те, чăххи-чĕпписемпе хур-кăвакалĕсене апат пĕçерсе çитерес яваплăха хăй çине илнĕ, - кăмăллăн тинкерет кинĕ пăянамăшĕ çине. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕрне-пĕри çур сăмахран ăнланса пурăнаççĕ аслипе кĕçĕнни.

Алинăпа Юрий пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа кăçал 23 çул çитрĕ. Сăпайлă та ĕçчен, тирпейлĕ, чипер ял хĕрне Юрий вĕçертес темен, хĕр 18 çул тултарсанах пĕрлешме шут тытнă. Качча кайнă хыççăн Алина Шупашкарти ялхуçалăх институтĕнче 5 çул вĕренсе экономист-бухгалтер профессине алла илнĕ. Паянхи кун хуçалăхри бухгалтери ĕçĕсене те пурнăçласа пыма ĕлкĕрет хĕрарăм. Мăшăр 3 ача çитĕнтерет. Аслисем пирки маларах çыртăмăр, кĕçĕн хĕрĕ Анастасия Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ илет - кăçал пĕрремĕш класран вĕренсе тухрĕ.

- Хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелес шухăш хăçан çуралчĕ? - ыйтатăп Юрий Алексеевичран.

- Маларах "Смычка" хуçалăхра тĕрлĕ çулсенче водительте, трактористра тата комбайнерта ĕçлерĕм. Хуçалăх салансан тĕрлĕ ĕçре тăрăшрăм. Хресчен (фермер) хуçалăхне ял шайĕнче тивĕçлĕ те тухăçлă ĕç тупма май пуррипе йĕркелеме шут тытрăм. Çĕре юратни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать, вăй-хал тата шанчăк хушать. Ачасен пуласлăхĕ те шухăшлаттарчĕ пулĕ, вĕсене те тăван çĕртен уйăрас килмест. Хăйсем те çĕр ĕçне кăмăллани савăнтарать, - кăмăллăн пĕлтерет вăл.

Тетмуковсем кĕске вăхăтрах тыр-пул упрамалли ангар туса хума хал çитернĕ. Хуçалăхри техникăсене те çĕнетсе пырасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çулсенче кредитпа усă курса "Енисей - 950" комбайн тата "Беларус-1025" трактор туяннă.

Е.ПЕТРОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Юрий Тетмуков.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика