27 мая 2017 г.
Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин май уйăхĕнчи Указĕсене алă пуснăранпа пилĕк çул çитрĕ. Шупашкарта пулса иртнĕ сывлăх сыхлавĕн, вĕренỹпе çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт министерствисен коллегийĕсен пĕрлехи анлă ларăвĕнче вĕсене республикăра мĕнле пурнăçласа пынине, çак ĕçре татса паман ыйтусене пăхса тухрĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕршыв ертỹçи 2012 çулта йышăннă Указĕсем тăрăх пурнăçланнă мероприятисем çынсен пурнăçне пысăк улшăнусем кĕртнине палăртрĕ. Сывлăх сыхлавĕнче, вĕренỹпе культурăра, физкультурăпа спортра, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра лайăх кăтартусем, ырă улшăнусем граждансем, общество организацийĕсем пĕрлехи вăйпа, тăрăшса ĕçленипе пулнине палăртрĕ вăл. Акă, республикăра халăха пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарассипе йышăннă программа туллин пурнăçланать. 3 çул тултарнă ачасене ача сачĕсене вырнаçтарма черет çук. Çĕнĕ ача сачĕсем тунă тата вĕсене тĕпрен юсанă май 2-2,5 çулхи шăпăрлансене ача сачĕсене вырнаçтарса пыраççĕ.
Елчĕк районĕнчи Людмила Викторова ертсе пыракан нумай функциллĕ центр 2016 çулхи итогсемпе республикăра "Чи лайăх НФЦ" ята тивĕçнĕ. Çынсене йышăнакан пилĕк чỹречере 159 тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтереççĕ.
Çакă амăшĕсене ĕçе тухма май парать. Бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине кашни çулах ỹстерсе пынă, 2012 çултанпа ĕç укçи 1,9 хут ỹснĕ.
Граждансене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе регионта нумай функциллĕ центрсем хута янă. Пурĕ 29 центр ĕçлет, вĕсенче 250 "пĕр чỹрече" мелĕпе çынсене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтереççĕ.
Граждансен сывлăхне упраса хăварассипе те сахал мар ĕç тунă. Çынсен пурăнас ĕмĕрĕ вăрăмланнă. Халĕ республикăра 100 çултан иртнĕ 198 çын пурăнать. Çак тапхăрта нумай ачаллă çемьесен хисепĕ 38 процент ỹснĕ.
"Пысăк çитĕнỹсем, пурнăç ырă енне улшăнса пыни - пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕçлесе пынине кура пулса пыраççĕ", - терĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов халăхăн пурнăç тăршшĕ ỹссе пынине асăнчĕ. Халĕ 85 çултан иртнĕ 20 пин çын пурăнать. Юлашки вăхăтра арçынсен пурнăç тăршшĕ 3 çул, хĕрарăмсен 1 çул ỹснĕ. Юн тымарĕсен, травматологи центрĕсем лайăх ĕçленĕрен чĕре чирĕсемпе чирлекенсем, сусăрланакансем вилесси чакнă. 17 çула çитичченхи ачасем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каясси те 20 процент сахалланнă.
Юлашки çулсенче районта çĕнĕ йышши 7 фельдшерпа акушер пункчĕ уçнă. Кăçал Хăвăлçырма тата Хĕрлĕçыр ялĕсенче ФАПсем тăваççĕ.
5 çулта ялсенче 125 фельдшерпа акушер пункчĕ уçнă. Куçса çỹрекен поликлиника лайăх ĕçлесе кайнă: пысăк квалификациллĕ врачсем районсене тухса çỹреççĕ. Республикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ медицина центрĕсем уçăлаççĕ. Ядерлă медицина центрĕ тума палăртнă.
Министр ялти кашни 10-мĕш ФАПра вăтам сыпăкри специалист çитменнине асăнчĕ те республика Пуçлăхĕ çак çитменлĕхе мĕнле пĕтерессипе кăсăкланчĕ. Шупашкарти медицина училищине кăçал пĕтерекен çамрăксен пĕр пайĕ ялти фельдшерпа акушер пункчĕсене ĕçлеме кайма килĕшнĕ иккен.
Ĕç укçи врачсен 39953 тенкĕпе, вăтам медицина персоналĕн 19318 тенкĕпе танлашать. Вĕсен тупăшĕ малалла ỹсет.
Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев каланă тăрăх, Владимир Путин 2012 çулхи май уйăхĕнче кăларнă Указне пурнăçласа республика вĕренỹ системине кашни çул вăтамран 15 млрд тенкĕ уйăраççĕ. Ку вăл республика бюджечĕн пĕрре-виççĕмĕш пайĕ шутланать. Юлашки 5 çулта 45 ача садне çĕнĕрен хăпартса лартнă тата тĕпрен юсанă. Çакă 22200 ача валли хушма вырăн йĕркелеме май панă. Кăçал тата 4 ача сачĕ хута яраççĕ, 2020 çул тĕлне 11 ача сачĕ ĕçе кĕртме палăртнă.
Районти шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин регионти тупăшăвĕнче яллă районсем хушшинче кашни çулах малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Шкулта вĕренекенсен условийĕсем те лайăхланаççĕ. Юлашки çулсенче 8 çĕнĕ шкул тунă, çывăх вăхăтрах 31 шкул тума тата çĕнетме, 70-шне тĕпрен юсама палăртнă.
Юрий Исаев палăртнă тăрăх, шкулсен çумĕнчи кружоксемпе секцисене çỹрекен ачасен йышĕ пысăк мар. Çакă ачасем хушма пĕлỹ парасси çине сахалтарах укçа-тенкĕ уйăрнипе çыхăннă. Малашне ачасен 70 процентне хушма пĕлỹ парассине явăçтарма пăхаççĕ. Учительсен ĕç укçине илес пулсан, кунта проблемăсем пур: вĕрентекен вăтамран 20 пин тенкĕ, хушма пĕлỹ паракан педагог 17 пин тенкĕ илет. Наука сотрудникĕсен ĕç укçине те пысăк тесе калаймăн: вĕсем 27 пин тенкĕ илеççĕ.
Республикăри спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Эльвира Матренина хăйĕн докладĕнче физкультурăпа спорт юхăмне явăçакансен йышĕ ỹссе пынине пĕлтерчĕ. Халăх хăй ытларах та ытларах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшать. 2012 çултан пуçласа вĕсен йышĕ 4 хут ỹснĕ. Массăллă спорта явăçакансем ỹсеççĕ, çынсем хăйсем тĕллĕн спорт тупăшăвĕсем йĕркелеççĕ. Халăх сывлăхне çирĕплетессинче физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекссен пĕлтерĕшĕ пысăк. Сывлăх кунĕсенче унта çынсем çемйисемпех çỹреççĕ. Юлашки çулсенче республикăра 50 спорт объекчĕ ỹссе ларнă. Спортпа туслисен йышне 2020 çул тĕлне 40 процента çитерме палăртнă. Ку енĕпе ГТО комплексне çĕнĕрен чĕртсе тăратни халăха спорта явăçтарма пулăшать.
Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова палата ирттернĕ тĕрĕслевсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсем йышлах мар, тĕпрен илсен ертỹçĕсемпе специалистсем вăйра тăракан нормативлă документсене тĕплĕн тишкерменнипе çыхăннă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина ытларах финанс ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Май уйăхĕнче кăларнă Указсене пурнăçа кĕртсе пыма республика бюджетĕнчен 2012-2016 çулсенче пурĕ 29,8 млрд тенкĕ ытларах укçа уйăрнă.
Виçĕ министерствăн пĕрлехи коллегийĕн анлă ларăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕмлетрĕ.
Н.АЛЕКСЕЕВ.