27 мая 2017 г.
Паянхи саманара çĕнĕ пуçарусене мала хурса ĕçлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Пирĕн ĕçре те çĕнĕ технологисемпе пĕрле "инноваци" (латин чĕлхинчен "çĕнĕлĕх кĕртни" тесе куçать) сăмах сарăлчĕ. Паянхи библиотекарь вăхăтпа пĕр тан утма ăнтăлать, çавна май кĕнекесене халăх хушшинче сарас, вулакансен йышне ỹстерес ĕçре инноваци мелĕсемпе анлăн усă курать.
Юлашки çулсенче "Библиокаç" акци ирттересси йăлана кĕчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - кашни вулавăшах çĕнĕрен те çĕнĕ вулакансене илентересси, вулакансемшĕн çĕнĕрен те çĕнĕ мероприятисем йĕркелесси. "Библиокаç" акци кăçал "Чи кирли - творчествăлла лару-тăру" ятпа иртрĕ. Çак кун тĕп библиотекăна пухăннă вулакансем пултарулăхăн тĕрлĕ "станцийĕнче" - фоамиранран чечексем тумалли ăсталăх класĕнче, "Литературăллă караоке" тата Аттелĕхĕн Аслă вăрçине халалланă фильмсене кăтартакан уйрăмсенче пулса курчĕç. Ялсенчи библиотекăсем çак каç кăçалхи паллă пулăмсене (Экологи çулталăкне, Елчĕк районĕ 90 çул тултарнине, Чăваш Енĕн Патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине) халалланă мероприятисем йĕркелерĕç.
Массăллă мероприятисене интерактивлă мелпе ирттерни халăха, уйрăмах çамрăксене, кĕнеке патне туртăнас ĕçре витĕмлĕ пулăшу парать. Çакна тĕпе хурса библиотекарьсем квест-вăйăсем, тĕрлĕ темăпа флешмоб йышши акцисем йĕркелессине йăлана кĕртсе пыраççĕ. Сăмах май, "Паянхи кун вулавăшăн малашлăхне палăртать", "Елчĕкри кĕнеке океанĕнчи çулçỹрев" ятсемпе иртнĕ вăйăсене аслăрах классенче вĕренекен ачасем питĕ кăсăкланса хутшăнчĕç. Тапхăр-тапхăрпа иртнĕ вăйăсем урлă вĕсем библиотекăра кĕнеке вуланисĕр пуçне ытти тĕрлĕ хатĕрсем урлă информаципе паллашма, хăйсене интереслĕ хыпарсем тупма май пуррине ăнланчĕç, çакăн евĕр вăйăсене тата та хутшăнма кăмăл пуррине хыпарларĕç.
Кăçал Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 72 çул çитнине халалланă "Вилĕмсĕр кĕнеке полкĕ" флешмоб çинче уйрăммăн чарăнса тăрар. Вăрçă çинчен çырнă кĕнекесене йăтса Елчĕк урамĕсемпе мăнаçлăн утни ачасен асĕнче чылай вăхăта юлĕ, çакă вĕсене патриотла воспитани парас ĕçре те витĕмлĕ мел пулса тăрать. "Салтак тỹмипе илемлетнĕ кун", "Урă пурнăç - çемьен тата обществăн çирĕп тĕревĕ" ятпа иртнĕ флешмобсем те кăсăклă та усăллă иртрĕç.
Хамăр ирттерекен акцисемсĕр пуçне çĕршывра тата республикăра йĕркелекеннисене те хапăлласах хутшăнатпăр. "Вырăс поэзийĕ - урамра" акци ирттерни урампа иртсе çỹрекенсемшĕн интереслĕ пулнине палăртмалла. Вырăс классикĕсен, Кĕмĕл ĕмĕрте пурăннă тата хальхи вăхăтри поэтсен сăввисене пĕлтерỹ хăмисем çине вырнаçтарни чылай иртен-çỹрене хăй патне йыхравларĕ.
Çуллахи вăхăтра ачасен тата аслисен канăвне тĕрĕс йĕркелес ĕçе те активлă хутшăнаççĕ вулавăш ĕçченĕсем. "Кĕнеке аллейи", "Библиотека - уçă сывлăшра", "Вулама кăмăллакан картиш" акцисем те хăйне евĕрлĕ, интереслĕ иртрĕç. Елчĕкри Комсомол, Мир, Первомайски, Юбилей урамĕсенче пурăнакан ватти-вĕтти кĕнекесемпе паллашнисĕр пуçне пурнăçра тĕл пулакан çивĕч ыйтусемпе уçă калаçусене хутшăнчĕç.
Елчĕкри тĕп вулавăшра, Кĕçĕн Таяпа, Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк ялĕсенчи библиотекăсенче "Профессилле эрудит", "Ачалăх тĕнчи - ирĕклĕх тĕнчи", "Сывлăх çĕршывне", "Çын çут тĕнчене уçать", "Пирĕн çĕр - пĕрре" темăсемпе çĕнĕлле майпа иртнĕ вăйăсем те çамрăк вулакансемшĕн усăллă пулчĕç.
Библиотека ĕç-хĕлне кĕскен çутатас, вулакансене илĕртес тата вĕсен йышне ỹстерес ĕçре рекламăна тĕпе хурса йĕркеленĕ мероприятисем пысăк пулăшу параççĕ. Кăçал вĕсем "Кĕнекепе çуммăн утăмла", "Килнĕ! Курнă! Вуланă!", "Вулакансен пысăк çулçỹревĕ" тата ытти тĕрлĕ ятпа иртрĕç.
Йăлана кĕнĕ мероприятисене те интерактивлă куравсем йĕркелесе анлăлататпăр. Вуланă кĕнекесене пĕр-пĕрне парнелесси питĕ анлă сарăлнă пирĕн ĕçре. Вулакана кĕнекесемпе тата кăсăклă хыпарсемпе паллаштарас ĕçре библиотекарьсем пур вăйне хурса ĕçлеççĕ, тăван чĕлхене, культурăна, халăхăмăрăн йăли-йĕркине сыхласа тата упраса хăварас, пуянлатса пырас тĕллеве мала хураççĕ.
Паян - Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ. Уявпа саламласа хисеплĕ вулавăш ĕçченĕсене, ветеранĕсене, вулакансемпе социаллă партнерсене ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунатăп.
Наталья РОМАНОВА,
Елчĕкри тĕп библиотека ертỹçи.