Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полици пайне пырса памалла

27 мая 2017 г.

Хĕç-пăшала тата çар хатĕрĕсене саккунсăр майпа упракансене тата тирпейсĕр тытакансене пуçран шăлмаççĕ. Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 222 тата 224 статйисемпе килĕшỹллĕн 3 çул тата 1 çул таран ирĕклĕх прависĕр хăвараççĕ.

Официаллă майпа регистрацилемен хĕç-пăшалпа усă курнă е преступлени çулĕ çине тăнă тĕслĕхсенчен асăрхаттарса йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем граждансене саккунсăр майпа упранакан хĕç-пăшала, сирпĕтекен хатĕрсене хăйсен ирĕкĕпе полици пайне килсе пама ыйтаççĕ. Çапла тусан вĕсем административлă е уголовнăй айăплавран хăтăлĕç, ятарлă хавхалантару тỹлевне тивĕçĕç. Хĕç-пăшалăн пĕр единицишĕн тивекен хавхалантару укçа виçи - 1500-4500 тенкĕпе, сирпĕтекен хатĕрĕн пĕр единици 2000 тенкĕпе танлашать. Сăмах май, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн 2013 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 880-мĕш Йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, районта 2014-2020 çулсене "Хăрушлăхсăр муниципалитет пĕрлешĕвĕ" программа йышăннă. Çак программăпа килĕшỹллĕн, граждансене хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе полици пайне килсе пама хистекен мероприятисене йĕркелеме кăçал район бюджетĕнчен укçа уйăрнă.

Хĕç-пăшала тата боеприпассене саккунсăр майпа упракансем пирки информаци пулсан тỹрех районти полици пайне 2-50-02, 02 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

В.МЕКШЕЕВ,
ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕкри полици пайĕн полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсемпе тата çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕсен подразделенийĕн ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика