27 мая 2017 г.
Çак кунсенче Елчĕкри тĕп библиотекăн аслă çулхи вулаканĕсенчен пĕри - 91 çул тултарнă Мария Епифановна Грачева хăйĕн пурнăçĕ çинчен пĕр хумханса, пĕр савăнса каласа пачĕ. Ăна итлесе ларнăçемĕн хĕрарăмăн иртнĕ вăхăтри пурăнăçĕ йăлтах куç умне тухса тăчĕ: выçăллă-тутăллă ачалăх, вăрçăн хаяр та хăрушă çулĕсем, шартлама сивĕсенче хутман çуртра кун кунлани...
- 1926 çулта Аслă Таяпа ялĕнче çуралнă эпĕ, - пуçлать вăл сăмахĕсене. - Çамрăклăх вăрçăн хаяр çулĕсенче иртрĕ.1941 çул тĕлне ялти вăтам шкула таврари 14 ялтан 80 ача пĕлỹ илме çỹретчĕ. Вăйпитти арçынсем фронта тухса кайсан хĕрарăмсемпе ачасем ялти йывăр ĕçе кỹлĕнчĕç. Чылай çамрăка Улатăр хули енне вăрман касма, окоп чавма илсе кайрĕç.
"Пĕтĕмпех фронт валли - Çĕнтерỹ валли". Çак каларăша тылри кашни çын асра тытнă. Аслисемпе пĕрле çамрăк хĕрупраç каçсерен улах ларса чăлха-нуски çыхнă, тăла-сăхман çĕленĕ. Мĕн чухлĕ çăм арламан-ши тата эпир? Тăхăнма тум, çиме апат çукран, вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ тỹлемелле пулнăран (вăл вăхăтра питĕ пысăк укçаччĕ çакă) шкулти аслă классене çỹрекенсен йышĕ те тăруках чакса кайрĕ. Атте вăрçăран таврăнаймарĕ (ăна Рыбинск хулинче пытарнă). Мана вара "ашшĕ çук" тесе 10 класс таран вĕренме кăштах çăмăллăх пачĕç. Шкул пĕтерсенех патшалăх банкĕн уйрăмĕнче, ял совечĕн секретарĕнче ĕçлеме тỹр килчĕ. 1948 çулта вара Аслă Таяпа ялĕнчи библиотекăна ĕçлеме вырнаçрăм. 1951 çулта мана культура пайĕн ертỹçи В.Клементьев Кĕçĕн Патреккел ялĕнчи тин уçăлнă вулавăша ертсе пыма сĕнчĕ. Пысăк хавхаланупа пуçăнтăм ĕçе. Ял çамрăкĕсемпе пĕрле спектакльсемпе концертсем йĕркелеме тытăнтăмăр. Паллă писательсен хайлавĕсем тăрăх лартнă "Ялта", "Судра", "Нарспи" спектакльсемпе тĕрлĕ хуçалăхсене çитсе хамăр пултарулăхпа паллаштараттăмăрччĕ. Халăх хапăлласах йышăнатчĕ пире.
Çуллахи вăхăтра ял халăхĕпе пĕрле колхоз ĕçне хастар хутшăннă".
Тăхăр теçетке ытла çул пурăннă ватă пурнăçĕнче хура-шурне сахал мар астивнĕ. Апла пулин те, хастарлăхне çухатман-ха вăл. Паянхи кун Елчĕкре хĕрĕ патĕнче пурăнаканскер кĕнеке-журнал вулама час-часах тĕп библиотекăна килет. "Сывлăх", "Чăваш хĕрарăмĕ", "Хресчен сасси" хаçатсем уншăн чун апачĕ. Усăллă сĕнỹсене уйрăм тетрадь çине çырса пырать. "Елчĕк ен" хаçата вара кашни çулах хăй çырăнать. Вулавăшра иртекен тĕлпулусене те хастар хутшăнать Маня аппа. Пĕр çулхине Австрирен килнĕ профессор унăн юрри-кĕввине киленсе итлерĕ, икĕ аркăллă чăваш кĕпипе саппунне пăхса тĕлĕнчĕ.
91 çула хыçа хăварнă ватăн çамрăксем валли сĕнỹ чылай:
- Пурнăç çăмăл мар тесе пуçĕсене усакансем йышланчĕç юлашки вăхăтра пирĕн хушăра. Çакăн евĕр çынсене эпĕ, вăрçăн йывăр çулĕсене тỹссе ирттернĕ ватă, çапла каласшăн: "Пурнăç питĕ лайăх халĕ, ырлăхра пурăнатпăр - электричество çути, çутçантăлăк газĕ ĕçе ансатлатрĕ. Кун евĕр пурнăçа эпир маларах тĕлĕкре те тĕлленмен. Кашни кун уяври евĕр тумланатпăр, Мăнкунри пек тутлă ĕçсе-çисе пурăнатпăр. Ирхине хĕвел тухнăшăн та, кайăк-кĕшĕк юрланăшăн та савăнма пĕлесчĕ. Тăнăç пурнăçа вăрçă анчах ан хуплатăр. Вăхăтлăх йывăрлăхсене тỹссе ирттерме вĕренсе чун-чĕре пуянлăхне упраса тата ỹстерсе пырасчĕ, ыррине шанасчĕ. Теприне ырă сунма, пулăшма, хаклама пултарни питĕ хаклă та кĕске пурнăçри усаллăхпа киревсĕрлĕхе çĕнтерме пулăшать.
Паянхи кун Мария Епифановна хĕрĕпе, мăнукĕпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Куçĕсенче савăнăç куççулĕ анчах йăлтăртаттăр ĕнерхи библиотека ĕçченĕн.
Л.ЗАЙЦЕВА,
Елчĕкри тĕп библиотекăри краеведени уйрăмĕн ертỹçи.