Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыррине курма вĕренер

27 мая 2017 г.

Депресси - йывăр чир. Вăл вăй илсен эпир пурнăç тата ĕç çине сỹрĕккĕн пăхма пуçлатпăр. Депрессие кĕрсе ỹксен çыннăн ĕç тухăçлăхĕ чакать. Ăна пулах çывăх çынсем те нушаланаççĕ. Çавăнпа та çак чирпе чирленĕ çынна май килнĕ таран пулăшмалла. Чир вăраха кайсан пĕри эрех авăрне çакланма, тепри психотроплă япаласем йышăнма пултарать. Вĕсем вара вăхăтлăха пулăшаççĕ, организма пысăк сиен кỹреççĕ.

Депрессин тĕп симптомĕсем йышне çаксем кĕреççĕ: нумая пыракан пусăрăнчăклă, тунсăхлă кăмăл-туйăм; салхулăх пусни е вырăнсăр "шăрчăкланни"; унччен савăнтарнă тата интереслентернĕ ĕç е пулăм киленĕçпе савăнăç кỹменни; кĕлетке виçи е аппетит улшăнни; йывăрпа çывăрса кайни, ирхине ирех вăранни е часах çывăрас килни; айăплăн, никама кирлĕ маррине туйни; тимлĕхе çухатни, вăй-хал чакни; пăлханнине е васкаманнине урăххисем те асăрхани; пурнăçа хакламанни, хăйне хăй вĕлересси е вилĕм çинчен пуçа шухăшсем килни.

Çăмăл депресси тапхăрĕнче те професси тивĕçĕсене туса пыма йывăр. Çакă паллă: депрессиллĕ пулăм чĕре, ỹпке, вар-хырăм чирĕсем аталаннипе çыхăннă. Паянхи пурнăçра вара телефон, смартфон, социаллă сетьсем, хăш-пĕр ТВ передачисем сывлăха куллен хавшатаççĕ, ачасене пурнăçран уйăрма та пултараççĕ.

Депрессие мĕнле сиплемелле? Вăл сывалмалли чир. Анчах ăна ятарлă врач, специалист вăрах вăхăт сиплемелле. Çакна та асра тытмалла: кашни çыннăн депрессин хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхĕ пур. Ăна врач тупса палăртса хаклать. Чирлĕ çыннăн хăйне хăй сиплемелле мар.

Паянхи наука пĕлтернĕ тăрăх, депресси пуç миминчи биологин çирĕп мелĕсемпе çыхăннă. Урăхла каласан, пуç миминчи клеткăсем хушшинче тытакан çыхăну балансĕ пăсăлать. Депрессие ăнăçлă сиплес тесен çак веществосен балансне çĕнĕрен йĕркелемелле. Çакна вара ятарлă эмелсем пулăшнипе сиплеме пулать. Унран сыватма вăхăт нумай кирлĕ. Врач патне çỹремелле, эмелсене вăхăтлă, нумай вăхăт хушши ĕçсе тăмалла. Малтанах пĕр уйăх врач каланисене итлесе сипленмелле. Антидепрессанта маларах ĕçме пăрахсан чирĕн 50-80 проценчĕ каялла таврăнма пултарать. Çавăнпа та чире пуçламăш тапхăртах сыватма тăрăшмалла.

Паллах, паянхи кăткăс пурнăçра этемĕн хăйĕн сывлăхне упрама вĕренмелле. Спортпа, физкультурăпа куллен туслă пулмалла. Вара чирсем аякран иртсе кайма пултараççĕ. Пурнăçра ыррине курма вĕренмелле, кашни кирлĕ-кирлĕ маршăн, пустуй сăмахшăн пăшăрханмалла мар.

А.МОЛОСТВОВ,
психиатр врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика