Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра - пурнăçăн анлă çулĕ

24 мая 2017 г.

Умра - пурнăçăн анлă çулĕ

Районти шкулсенче ĕнер çын пурнăçĕнче ĕмĕр асăнмалла вырăн хăваракан уяв иртрĕ - кăçал вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул уяв тумĕ тăхăннă тейĕн. Кунта пĕлỹ пухакан 649 вĕренекен тата педагогсен пит-куçĕ савăнăçпа çиçет. Уйрăмах кăçал вунпĕрмĕш класс пĕтерекен 67 ачан, тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакан 62 ачан савăнăçĕ пысăк - выпускниксем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухаççĕ-çке. Малашне вĕсем пĕтĕм йышăнăва хăйсем тĕллĕн палăртмалла. Ăна йышăнма вара вĕренекенсене учительсемпе воспитательсем сахал мар вăй хунă. Ахальтен мар кунти шкул хăйĕн пултарулăхĕпе палăрса тăрать. Акă, Раççейри ялта вырнаçнă чи лайăх шкулсен ТОП-200 йышне район центрĕнчи вĕренỹ учрежденийĕ икĕ хутчен кĕме тивĕçнĕ. Елчĕкре ачасене тарăн пĕлỹпе воспитани парас тесе тăрăшни куç умĕнче.

Шкулăн ят-сумне çĕклекенсем - унта вĕренекенсем. Ахальтен мар юлашки шăнкăрав уявĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова предметсен олимпиадисенче палăрнă вĕренекенсене Чăваш Республикин Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин дипломĕсемпе, вĕсене олимпиадăсене хатĕрленĕ педагогсене министерствăн тав çырăвĕсене парса чысларĕ. Шкул ятне, чысне çĕклекенсем йышлă кунта: Е.Агеева, А.Данилов, Ю.Доброхотова, А.Иванов, А.Петров, Романпа Родион Романовсем, С.Кожевникова тата ытти вĕренекенсем. Çавăн пекех уявра пуçламăш классене вĕрентекен Л.Маркова та район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Салам хыççăн салам янăрарĕ уявра. Шкул директорĕ Л.Васильева, ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе О.Петрова кăçал шкул пĕтерекенсене пурнăçăн анлă çулĕнчи чăрмавсене çĕнтерме ăнăçу, сывлăх сунчĕç. Вĕсене кăçалхи вĕренỹ çулĕнче пуçласа шкула килнĕ пĕрремĕш класра вĕренекенсем те саламларĕç. Выпускниксене вĕсен малтанхи вĕрентекенĕсенчен - В.Молоствовăпа А.Даниловăран та пил сăмахĕсене илтме кăмăллă пулчĕ.

Тĕрлĕ саламсем, парнесем илнĕ хыççăн шкул пĕтерекенсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Ăна пама олимпиадăсенче çĕнтернĕ, спортра палăрнă, шкул, район пурнăçне активлă хутшăнакан, кăçал вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухакан Н.Петровпа пĕрремĕш класа пĕтерекен Д.Антонова тивĕçрĕç.

Савăк юрă-кĕвĕ янăранă май сывлăша тĕрлĕ тĕслĕ шарсем çĕкленчĕç...

А.КАРЛИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика